Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ашшĕ-амăшĕ пулма хатĕр-и?

Хальхи вăхăтра çие юлманнипе нушаланакан хĕрарăмсем чылай пулни паллă. Çакăн пеккисене тухтăрсем пулăшма пултараççĕ, ку чухне ытларах ЭКО меслетпе усă кураççĕ. ЭКО шанчăклă мел шутланать. Чăваш Енре юлашки çулсенче, çав шутра пирĕн районта та, çуралнисен хисепĕ чакни сисĕнет. Çавăнпа та Чăваш Республикин Правительстви тата Сывлăх сыхлавĕн министерстви çуралакансен шутне ÿстерес тĕллевпе экстракорпораллă меслете ĕçе кĕртнĕ.

Юлашки икĕ çул хушшинче демографи лару-тăрăвĕ уйрăмах пăшăрхануллă пулнăран ЭКО медицина страхлавĕн программин пулăшăвĕсен шутне кĕнĕ. Çавăнпа та ачасăр мăшăрсем тÿлевсĕрех ЭКО тутарма пултараççĕ. Районти тĕп акушер-гинеколог Елена Трифонова палăртнă тăрăх, 2017 çулта республикăра 600 ытла ЭКО тунă. Çавна май 240 ача çуралнă.

Пирĕн районта та çие юлманнипе учетра тăракансем пур. Пĕлтĕр акă ку енĕпе ачасăр 34 мăшăр медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Вĕсенчен 8-шĕ экстракорпораллă меслетпе усă курнă. Кăçал хальлĕхе 18 мăшăр тĕрĕсленнĕ. Вĕсене валли 9 квота панă. Елена Прохоровна пĕлтернĕ тăрăх, çакă питĕ сахал, ытларах пулни чылай çемьене пулăшма пултарать- çке. «Асăннă пулăшупа усă курас тесен арăмĕпе упăшкин чи малтан медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Унтан вĕсем Президентăн перинаталь центрĕнчи пулăшу кÿрекен репродуктивлă технологисен уйрăмне каяççĕ. Унти ĕç-пуç хыççăн ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствине ыйтупа тухаççĕ. Вара тинех ЭКО тăваççĕ. Паллах, ĕçĕ ăнтăр тесен тăрăшмалли нумай, çавăнпа та ÿркенмелле мар. Тÿлевсĕр пулăшупа туллин усă курмалла. Ку меслет, тĕрĕссипе, 130 пин тенкĕ тăрать, - палăртать Е.Трифонова. - Акă, сăмахран, пирĕн пата качча кайманнисем, упăшкасăррисем те килеççĕ. Кун пек чухне хĕрарăмсене хирĕçлеместпĕр. Амăшĕ пулма хатĕррисене тивĕçлĕ тимлĕх уйăратпăр. ЭКО тума хатĕрлетпĕр. Пĕтĕмĕшле тĕрĕслев тапхăрĕ виçĕ уйăха тăсăлать», - пĕлтерет акушер-гинеколог.

Ача пулманнипе нушаланакан çемьесем сăлтавне час-часах пĕлеймеççĕ. Сăлтавĕ те тĕрлĕрен пулать. Нумай чухне ирех ар çыхăнăвне кĕнипе, аборт тунипе, организмри тытăм улшăннипе тата инфекци ернипе те çыхăннă çакă. Хăш чухне тин кăна пĕрлешнĕ çамрăксем «телей кайăкĕ» вĕçсе килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Анчах та çамрăк мăшăрсен ар çыхăнă- вĕнче çулталăк хушши пурăннă хыççăн та ача пулмасан çакă çие юлманнине (бесплодие) пĕлтерет. 30 çултан иртнисен çие юлнипе юлманнине палăртмалли тапхăр 1,5 çул шутланать. Ытларах ЭКО мелĕпе усă курма 32-35 çулхисем тата 40 çула çывхаракансем гинеколог патне пыраççĕ.  

Панă шанăçпа усă курас текенсен чи малтанах район больницин гинекологи уйрăмне каймалла. Вĕсем вара çие юлманнин диагнозне çирĕплетсен хĕрарăмсене Шупашкара яраççĕ. Чи кирли - хĕрарăмăн пĕрре тытăннă ĕçе вĕçне çитересси. ЭКО меслечĕпе усă курса çие юлнисен вара уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Пепкесĕр пурнăç та, кил-çурт та - пушă. Çавăнпа та патшалăх тивĕçтерекен пулăшу ачасăр çемьесемшĕн йыш хушмалли хăйне евĕрлĕ май пултăрччĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 мая 2018
11:18
Поделиться