Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье - тĕп вырăнта

03 мая 2018 г.

Иртнĕ вырсарникун Сĕнтĕрвăрринчи тата районти опекунсем, ачасене усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсем районти "Ăнăçлăх çулĕпе" çемье клубĕнче вĕренỹпе çамрăксен политикин опекăпа попечительство органĕсен специалисчĕсемпе, районти тĕп библиотекăн тата ача-пăча библиотекин ĕçченĕ- семпе тĕл пулчĕç. Асăннă клубăн ертỹçи Л. Хлебнова, опекăпа попечительство органĕн педагог-психологĕ, калаçу валли çемье хаклăхĕн темине суйласа илнĕ. Вăл ашшĕ-амăшĕн психологипе педагогика культурин шайне ỹстерни, ачасене çемьере тĕрĕс воспитани пама килĕшỹллĕ лару-тăру туса хуни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çав кун çемье ыйтăвĕ-сене дискусси йĕркипе те сỹтсе яврĕç. Акă, район библиотекин тĕп библиографĕ Т.Борзунина "Килти "çанталăк" - чи кирли" пĕлỹ страницине тĕплĕн çутатса пачĕ. "Манăн кил - манăн хỹтлĕх" слайд-презентаци те тĕлпулăва пынисене хытă интереслентерчĕ, çемьери хутшăнусемпе çыхăннă темăна пуянлатма пулăшрĕ. Пĕлтерĕшлĕ калаçура нумай пĕлекен ашшĕ-амăшĕсем викторина ыйтăвĕсем çине те хуравларĕç, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе усă курчĕç. Л. Хлебнова ашшĕ-амăшĕ- семпе ачасем хушшинчи кăткăс лару-тăрусенчен мĕнле тухмаллине те пĕлтерчĕ. Кун пек чух ачасене ытлашши хистемесĕр, тĕрĕс пулăшма май шырамалла. Ашшĕ-амăшĕсем вара çемьесенчи конкретлă тĕслĕх- сене те илсе кăтартрĕç. Опекăпа попечительство органĕсен тĕп специалисчĕ Н.Вахтеркина ачасем ашшĕ-амăшĕсенчен вĕренсе пынине, вĕсенчен тĕслĕх илнине палăртрĕ. Вăл çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисен тус-юлташĕсемпе те хутшăнма кирли çинчен каларĕ. Паллах, çакнашкал тĕлпулусене ашшĕ-амăшĕ-сем хăйсен ачисемпех килеççĕ. Вĕсем валли кунта ятарлă пỹлĕм те пур. Пĕчĕккисем унта аслисем пулăшнипе тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ, хăйсем тĕрлĕ теттесем ăсталаççĕ.

Т. ГЕОРГИЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429567, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д.Аксарино, ул. Центральная Усадьба, 11
Телефон: 8(83542) 30-3-10
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика