Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвăрт чупакансем çĕнтерчĕç

24 апреля 2018 г.

Апрелĕн 19-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче çуллахи спорт сезонне уçрĕç. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, "Кĕтне" ФСК директорĕ Евгений Тихонов саламларĕç, стартра ăнăçу сунчĕç.

Çанталăк çак кун илемĕпе савăнтармарĕ, апла пулин те çумăр пĕрĕхсе тăни спорта кăмăллакансене пачах хăратмарĕ. Районти тĕп тата вăтам шкулсенче вĕренекенсем эстафетăра ăмăртрĕç. Чи хăвăрт чупаканнисем вара çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕç. Вăтам шкулсем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди финиша чи малтан çитрĕ. Ун хыççăнах Шурут вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем пулчĕç, вĕсем - иккĕмĕшсем. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн команди - виççĕмĕш. Тĕп шкулсенчен Хирти Явăшсем чи маттуррисем пулчĕç. Анат Тимĕрчкассисемпе Чĕчкенсем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп грамотисем парса чысларĕç.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика