АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Урмай-Залида" фестиваль иртет

24 апреля 2018 г.

Апрелĕн 24-26-мĕшĕсенче Урмаел салинче Пĕтĕм халăхсен "Урмай-Залида" фестивалĕ иртет.

Унта Чăваш Республикинчи 22 хула, Тутарстан Республикин 13 муниципалитет, Мускав хулин, Чулхула, Ульяновск облаçĕсен, Мари Эл, Мордва, Удмурт, Пушкăртстан, Саха Якути Республикисен, Узбекистан, Туркменистан, Киргизи, Китай артисчĕсем хутшăнаççĕ.

Апрелĕн 24-мĕшĕнче каçхине 18 сехетре Урмаел культура çуртĕнче "Урмай-Залида" фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Ульяновск хулипе облаçĕнчи тутар культура центрĕсен коллективĕсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.

Апрелĕн 26-мĕшĕнче фестивале хутшăнакансен пултарулăхне жюри членĕсем хаклаççĕ. Концерт каçхине 18 сехетре пуçланать. Куракансене Урмаелĕнчи культура çуртĕнче хапăл туса кĕтеççĕ. Çитсе курма васкăр!

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика