Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АКАНА ХАТĔР, ФЕРМĂСЕНЧЕ ТЕ ЙĔРКЕ

18 апреля 2018 г.

Çанталăк условийĕсене кура кăçал уй-хире каярах тухма тивет пулин те, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи механизаторсен кăмăл-туйăмĕ яланхи пекех хавхалануллă. Вĕсен пурин те пĕр тĕллев: умри йывăрлăхсене парăнмасăр, ака ĕçĕсене агротехника йĕрки ыйтнă пек чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăвармалла.

Тракторсемпе çĕре ĕçлесе хатĕрлекен, акма тухакан техникăсене пурне те /9 единица/ малтанах юсаса хатĕррисен ретне лартнă, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, минераллă удобренисемпе туллин саппасланнă, вăрлăх çителĕклĕ, вăл пĕтĕмпех ака кондицине тивĕçнĕ. Кадрсен тĕлĕшпе те чăрмав çук. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, иртнĕ çулхи пекех, 895 гектар йышăнмалла. Ÿсен-тăран культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ вара 1680 гектар пулĕ.

…Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси тĕп ĕç шутланнине асра тытса малашне ĕне выльăхсемпе сыснасен хисепне тата ÿстерес, вĕсенчен тивĕçлĕ шайри пахалăхлă продукци туса илес тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕн фермисенче реконструкци ĕçĕсене нумай пурнăçлаççĕ. Урăхла каласан, витесене çĕнĕ условисенче ĕçлемелле туса хатĕрлессине мала хураççĕ. Иртнĕ çул та, октябрь уйăхĕнчен тытăнсах, вырăнти строительсем 100 пуç вăкăр, 200 пуç ĕне вырнаçмалли витесене тĕплĕ реконструкци тăвассипе тимлерĕç. Халĕ кунта пурте мĕнле кирлĕ çавăн пек: апат сĕтелĕ, тислĕк кăларакан транспортерсем вырнаçтарнă, шыв пăрăхĕсемпе поилкăсене улăштарнă. Алăксене çĕнĕ йышши техникăпа кĕрсе çÿремелле анлăлатнă. Витесен тăррине, пурĕ 5500 тăваткал метр чухлĕ, профнастилпа витнĕ. Вĕсем аякранах илемлĕн курăнса лараççĕ. Территорире унчченхи пек пылчăк та çăрăлмасть. Бетон-плитапа усă курса сарнă çул тăрăх халĕ пушмакпа утса иртме пулать.

Вăкăрсене пăхнă çĕрте тăрăшакан Зинаида Долгова, Галина Волкова, Валентина Петрянкина фермăри ĕç условийĕсем лайăхланса пынипе кăмăллă. Самăртма хупнă ушкăнри ĕне выльăхсене кĕске вăхăтра пысăк виçене çитерсе сутма хатĕрлесси хăйсенчен нумай килнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем.

…Строительсем пуçĕпех ĕçе кÿлĕннĕ, тейĕнех. Хальхи вăхăтра вĕсем сысна ферминчи тепĕр витене «чун» кĕртеççĕ. Сергей Горшков ертсе пынипе Юрий Архилин, Петр Филимонов, Александр Архилин, Виталий Шакин, Петр Архилин тата Алексей Горшков кашни кун хĕрÿ ĕçре. Ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Валерий Падуев вĕсен ĕçĕпе кăмăллă. Сăмах май, фермăра хальхи вăхăтра 877 пуç сысна шутланать. Малашне вĕсен хисепне малтанхи çулсенчи шая — 1500 пуçа çитерме палăртаççĕ. Витене паянхи условисене тивĕçтермелле хатĕрлесе çитерсен çакă пурнăçланмалли тĕллев. Мĕншĕн тесен сыснасене ерме пултаракан Африка чуминчен сыхланса планпа килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ ĕçсене те пĕтĕмпех туса ирттернĕ: ферма территорине автомашинăпа пырса кĕнĕ вырăна урапасене дезинфекци тума ятарлă барьерсем вырнаçтарнă, сысна пăхакансене ĕçе кĕнĕ тата ĕçрен тухнă чухне душран çăвăнса тухмалли мĕнпур условисемпе тивĕçтернĕ. Фермăна 3-мĕш компартмент панă.

Светлана АРХИПОВА

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика