Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Цифрăллă телекурав уйрăмлăхĕсем

Çĕршывра цифрăллă телекурав çине куçас ĕç пынине илтнĕччĕ. Цифрăллă телекурав унчченхинчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ши? Тата çак проект пирĕн республикăра мĕнле пурнăçланса пырать?

Валерий ИВАНОВ.

Ыйтăва ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил АНИСИМОВ хуравлать:

- Цифрăллă эфир телекуравĕн сетьне тăвассипе çыхăннă проект Чăваш Енре 6-мĕш çул пурнăçланать. Çак тапхăрта Раççей телевиденийĕн тата радио хыпарлав сечĕн «Чăваш Республикин радиотелевидени паракан центрĕ» филиалĕн специалисчĕсем 42 станцие ĕçе кĕртнĕ, çав шутран 14-ăшне малтанах пулнă телевышкăсемпе çыхăнтарнă. Асăннă объектсенче пуринче те телеканалăн (мультиплексăн) пĕрремĕш пакетне трансляцилемешкĕн ятарлă передатчиксем вырнаçтарнă. Паянхи кун тĕлне сигнал Чăваш Енри халăхăн 99 : патне çитет. Çапла вара регионта пурăнакансем федераци шайĕнчи 10 телеканала цифрăллă пахалăхпа пăхма пултараççĕ: «Первый канал», «Россия 1», «Матч ТВ», «Россия - Культура», «Россия-24», «Телекомпания НТВ», «Петербург - 5 канал», «Карусель», «Россия - 24», «Телекомпания НТВ», «Общественное телевидение России», «ТВ ЦЕНТР - Москва». Иккĕмĕш мультиплекса тепĕр 10 телеканал кĕрет («Рен-ТВ», «Спас», «СТС», «Домашний», «Пятница», «Звезда», «Мир», «ТНТ», «Муз ТВ», «ТВ-3»). Чăн та, ăна хальлĕхе Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата çывăхри ял-поселокра çеç курма май пур.

«Чăваш Ен» ПТРК телеканалĕсем цифрăллă эфир телекуравĕн пĕрремĕш мультиплексне кĕнĕ. Вырăнти хыпарсемпе кăларăмсене цифрăллă форматпа «Россия 1» тата «Россия 24» телеканалсемпе пăхма пулать.

Цифрăллă эфир телекуравĕ - телекуравăн хальхи йышши технологийĕ. Цифрăллă сигнал тĕрлĕ чăрмав тĕлĕшпе чăтăмлă, çавна май сасă тата ÿкерчĕксем пысăк пахалăхлă пулаççĕ. Хальхи йышши телевизор çав сигнала тыттăр тесен децимерлă диапазонлă антенна çеç туянмалла. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш мультиплекссен программисене пăхнăшăн абонент тÿлевĕ çуккине палăртни вырăнлă.

Федерацин цифрăллă телекуравĕ çине куçассипе çыхăннă тĕллевлĕ программи кăçал вĕçленет. 2019 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа аналоглă телекурава майĕпен сÿнтерсе пыма пуçлаççĕ. Çавăнпа респуб- ликăра пурăнакансен цифрăлли çине куçассине кая хăвармасан аван.

(«Хыпар» хаçатран).



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 апреля 2018
11:19
Поделиться