Комсомольский муниципальный округ

Кайăк грипĕ

Кайăк грипĕ - тискер кайăксемпе килти кайăк-кĕшĕке пырса тивекен вируслă чир. Вăл - хуçалăхра, районта, регионта хăвăрт сарăлса чăх-чĕпе йышлă пĕтерме пултараканскер. Çавна май вăл пĕрлехи экономикăна та пысăк сиен кỹрет. Чире саракансем, тĕпрен илсен, шывра ишекен кайăк-кĕшĕк. Шăпах вĕсем инçе вĕçсе чире кĕске тапхăртах анлă сарăлма пулăшаççĕ те.

Чирĕн клиника паллисем çаксем: чăх тĕкĕ тăрса кайни; çăмарта тăваслăх чакни; кайăк-кĕшĕк пуçне каялла хурса утни; вĕсем апат çиме, шыв ĕçме пăрахни; шывра ункă туса ишни; хĕсĕккĕн тата васкавлăн сывлани; ỹт-пỹ температури 44 градуса çити ỹссе кайни; час-часах симĕс е юнпа хутăшлă каяш пулни; суккăрланни; сăмса юхтарни; вырăнти хăрушлăха асăрхами, туйми пулни; чăхсен хăлха çаккисемпе киккирикĕсем шыçса хурални; йышлăн вилме пуçлани.

Чăваш Республикинче 2018 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4321500 пуç чăх-чĕп шутланать, вĕсенчен 3,5 миллионĕ (81 процентпа танлашать) чăх-чĕп ĕрчетекен предприятисенче çитĕнет. Харпăрхăй хуçалăхĕсенче асăннă вăхăт тĕлне 683,9 пин, çав вăхăтрах хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 91,8 пин пуç чăх-чĕп шутланать.

Сăмах май каласан, Чăваш Енре кайăк грипне хирĕç вакцинацие 2006-2011 çулсенче тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче ирттернĕ. Хальхи вăхăтра, ветеринарипе санитари правилисене пăхăннине кура, пирĕн регионта лару-тăру аван шутланать. Апла пулин те ку пулăм алă усса лармаллине пачах та пĕлтермест.

Чăх-чĕп усракан тата ĕрчетекен предприятисемпе уйрăм хуçалăхсенче РФ Ял хуçалăх министерствин 2016 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче йышăннă 103-мĕш тата 104-мĕш номерлĕ хушăвĕсене пăхăнмалла, çавăн пекех вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен те халăхпа граждансен пухăвĕсем вăхăтĕнче ăнлантару ĕçĕсем ирттермелле. Çак йĕркесене пăхăнни пире пурсăмăра та инкек курасран сыхлĕ.

С.ВАСИЛЬЕВ,

районти ветеринари службин начальникĕ



"Каçал Ен"
20 апреля 2018
09:11
Поделиться