Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕрлĕ ту кунĕнче - туй

Хĕрлĕ ту тĕлĕнмелле тата хаваслă уяв. Çав кун йышпа уçăлса çÿренĕ, вылянă, юрă-ташă картине тăнă. Çак праçнике Мăнкун хыççăнхи пĕрремĕш вырсарникун паллă тăваççĕ. 2018 çулхи Хĕрлĕ ту апрелĕн 15-мĕшне лекрĕ. Ку чухнехи халăх праçникĕ туйсен символĕ пулса юлать. Хĕрлĕ ту уявĕнче мăшăрланнисем телейлĕ пулаççĕ теççĕ. Ырă йăлана упраса хăварса районти ЗАГС пайĕнче апрелĕн 14-мĕшĕнче Элĕк салинче пурăнакан Юрий Владиславович Ахлаткин тата Виктория Витальевна Никитина пĕрлешнине регистрациленĕ. Çамрăк мăшăр хăйсем хушшинчи çыхăнăва саккунпа çирĕплетме килĕшни çинчен пĕлтернĕ. Çавна май ЗАГС пайĕн ертÿçи Любовь Артемьева вĕсен ыйтăвне тивĕçтернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 апреля 2018
11:56
Поделиться