Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хамăра упрамалла

Иртнĕ эрнере районти тĕп больница ĕçченĕсем «Шурă чечек» уйăхлăх вăхăтĕнче туберкулезпа кĕрешмелли ятарлă мероприяти ирттернĕ. Халăх хушшинче флюорографи тĕпчевĕ витĕр тухмаллине ăнлантаракан тата чирпе кĕрешмелли брошюрăсемпе чечексем панă. Çавăн пекех Элеккеньушкăнь ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Людмила Маркова ял çыннисемпе ÿпке чирĕ ернине палăртма пуçлакан паллăсем çинчен каласа панă, чирĕн хăрушсăрлăхĕ пирки ăнлантарнă.

Çын сывлăхне нумай енлĕ тĕрĕслеме пулать. Ачасене малтанхи тапхăрăн чирне тупса палăртас тĕллевпе çулсеренех Манту реакцине, диаскин-тест лартса тĕрĕслеççĕ. Аслисем кăкăр тĕлĕнчи органсен лару-тăрăвне флюорографи витĕр тухса палăртаççĕ. Нумай чухне ашшĕ-амăшĕ БЦЖ вакцинацине, проба лартма хирĕçлесе ачине хăрушлăха кĕртсе    ÿкерме пултарать. Вĕсем вара кирлĕ. Çак процедурăсем шăпах туберкулез чирне малтанхи тапхăртах тупса палăртма пулăшаççĕ-çке.

Асăннă уйăхлăх апрелĕн 24-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта районти тĕп больницăра флюорографи витĕр тухмалли уçă алăксен кунĕсем те иртеççĕ. Çавăн пекех çăра сурчăка та тĕрĕслеме пулать. Ялти ФАП-че фельдшерсем çынсемпе тĕл пулса туберкулез чирĕ тата унран асăрханмалли çинчен калаçаççĕ. Чире пуçаракан сăлтавсен шутне - тĕрĕс мар апатланни те кĕрет. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе те медицина ĕçченĕсем конференцисем ирттереççĕ, çынсене ăнлантарса параççĕ. Кирек епле пулсан та çирĕп сывлăх хамăрах кирлĕ. Эппин, ăна упрамалла.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 апреля 2018
11:56
Поделиться