Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлеме вăхăт çитрĕ

13 апреля 2018 г.

Хĕл кунĕсенче кил-тĕлĕшре, унăн таврашĕнче, урамсемпе ялсенче пуçтарăннă çỹп-çапа тасатасси - паянхи кун чи малтан пурнăçламалли ĕçсенчен пĕри. Ара, юр ирĕлнĕçем куç умне ăпăр-тапăр тухма та ĕлкĕрет. Çак тасамарлăхпа тирпейсĕрлĕх вара кашнин кăмăлне хуçать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕллевпе уйăхлăх ирттерме палăртнă. Вăл апрелĕн 16-мĕшĕнчен пуçланĕ. Çак хушăра хамăр пурăнакан вырăна, ял масарĕсемпе парксене тасатса тирпейлемелле. Çавăн пекех палăксемпе обелисксем, стелăсем пирки те манмалла мар.

- Вырăнти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисен те хамăр пурăнакан вырăн çине алă сулмалла мар, хăйсене шанса панă территорире тирпей-илем ĕçĕсене пурнăçламалла: йывăçсене шуратмалла, юсав ĕçĕсене туса ирттермелле, - палăртнă район ертỹçи.

Дмитрий Кузьмин, районти пушар надзорĕн начальникĕ:

- Часах, çанталăк ăшăтнăçем, кашниех уяр кунсемпе усă курма тăрăшĕ: кил умĕсемпе унăн çывăхĕнчи территорисене тирпейлĕ. Çиллĕ çанталăкра çурт, тĕрлĕ хуралтă çывăхĕнче çỹп-çапа çунтармалла мар, мĕншĕн тесен çакă пысăк инкекпе вĕçленме пултарать.

Çунакан çỹп-çап куписене, вĕсем çывăхра мар пулсан та, тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Типĕ курăкпа та асăрхануллă пулмалла. Çулсерен уй-хирте курăк çуннă тĕслĕх сахал мар. Енчен те çỹп-çап куписене тивертрĕр пулсан, вăл çунса пĕтичченех сыхламалла.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика