Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă уроксен фестивалĕ ачасен пултарулăхне ÿстерет

20 марта 2018 г.

Çулсеренех февраль уйăхĕн вĕçĕнче районта ют чĕлхе вĕрентекенĕсен уçă урок фестивалне ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Асăннă мероприятин тĕп тĕллевĕ - шкул ачисен вĕренÿ пахалăхне çÿлерех çĕклесси тата вĕрентÿре çĕнĕ йышши технологисене алла илнĕ учительсен ăсталăхĕпе паллаштарасси.

Кăçалхи фестивале районти сакăр вĕрентекен хутшăнчĕ. Конкурса хутшăннă педагогсен урокĕсене хакласа комисси членĕсем çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç.

Чылай çул Элĕкри вăтам шкулта ĕçлекен Н.В.Толмачевăн уçă урокĕ кăçал та хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăчĕ. Çавăнпа та ют чĕлхесен методика пĕрлешĕвĕн комиссийĕн членĕсем унăн урокне пысăк хак парса çĕнтерÿçĕ пулнине палăртрĕç.

Юнтапари вăтам шкулта тăрăшакан В.В.Серафимова «Урок-проект» номинацире мала тухрĕ. Питĕшкассинчи шкулта çитĕнекен ăрăва ют чĕлхе предмечĕпе туслаштаракан Л.В.Михайлова «Вĕренÿ патне илсе пыракан çул» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Мăн Вылă шкулĕнче вĕрентекен Л.Н.Маркова «Практикăн урокĕ» номинацире палăрчĕ. М.В.Прокопьева вара Вутланти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ĕçлет. Вĕренĕве интереслĕрех тăвас тĕлĕшпе пултарулăх мелне те ĕçе кĕртет. Çавăнпах ĕнтĕ вăл «Урока творчествăлла йĕркелекен» номинацире çĕнтерчĕ. Тавăт вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ М.В.Федорова «Педагогика вĕрентĕвĕнчи шухăшсемпе технологисем» номинацире палăрчĕ.

Хам вара «Пысăк пĕлтерĕшлĕ урок» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăтăм. Уçă урока эпĕ кăçалхи «Волонтерсен тата ырă ĕçсен çулталăкне» халалласа йĕркелерĕм. Тĕрĕссипе, вара ку тема вĕренÿ программинче те пур-ха. Ăна эпир В.П.Кузовлев автор сĕннипе, 7-мĕш класра пăхса тухатпăр. Урок ачасене хăйсем пурăнакан вырăна упрама, вăй çитнĕ таран тăван тавралăх илемне сыхласа хăварма пулăшу кÿме хистет.

Уçă урок вăхăтĕнче вĕренекенсем «Ырă ĕç тăвакансем» клуб йĕркелерĕç. Унăн тĕп тĕллевне палăртрĕç. Доска çине çирĕплетнĕ ÿкерчĕксене пĕлсе тăрсах виçĕ ушкăна уйăрчĕç. Ку вĕрентĕвĕн кăтарту меслечĕпе усă курни пулать.

Ÿкерчĕкре пулса иртекен ĕçе сăмахпа çирĕплетнисĕр пуçне ют чĕлхерен тăван чĕлхе çине куçарнă. Çакă вĕренекенĕн ĕçне самаях çăмăллатать. Вĕсен шухăшлавне, чĕлхе ăсталăхне кĕске вăхăтрах аталанма май парать. Çапла майпа ачасем «Ырă ĕç тăвакансем» клубра мĕн ĕçлени çинчен çăмăллăнах каласа пачĕç.

Кунсăр пуçне вĕсем тĕрлĕ сăлтава пула инкеке лекнĕ çынсене, чĕр чунсене, вĕçен кайăксене пулăшакан обществăсемпе паллашрĕç. Ачасем хăйсене ытларах килĕшекен организацие суйласа илчĕç. Çав организаципе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлес шухăш пуррине палăртса вĕсен представителĕсем патне çырупа тухрĕç.

Альбина ВАСИЛЬЕВА, Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика