Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музее - нимĕç картти

20 марта 2018 г.

Музее - нимĕç картти

Чăваш Сурăмĕнчи таврапĕлÿçĕ музейне сайра тĕл пулакан экспонат - Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнчи нимĕç картти килнĕ. Ăна Чăваш Сурăм салинче пурăнакан Геннадий Ильин парнеленĕ.

Геннадий Ильинăн хуняшшĕ - Василий Иванович Ефимов - Мăн Шĕвĕш ялĕнче çуралнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, карттăна вăрçă çинчен асăнмалăх илсе килнĕ.

Унта СССР-ăн Хура тинĕс хĕррине ÿкернĕ. Ялсене те палăртнă, вĕсене фашистсен чи малтан çавăрса илмелле пулнă. Анапа хулине кăранташпах паллă тунă, кунне те кăтартнă: 22.9.43ç.

Вăрçă çулĕсенче тинĕс хĕрринчи пĕчĕк курорт пысăк йывăрлăх тÿссе ирттернĕ, мĕншĕн тесен вăл гитлеровецсене питĕ кирлĕ пулнă. Анапа нимĕçсен Таманьри ушкăнне Крымпа çыхăнтаракан база шутланнă. Çавăн пекех Кавказăн çыран хĕрринчи пĕртен-пĕр порчĕ те. Унпа тăшманăн тинĕс-çар вăйĕсем усă курнă. Анапа районĕн территорийĕнче гитлеровецсем пуçласа газ автомашинипе (душегубки) усă курнă, çапла майпа 1942 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче Гостагаевски салинче хĕрарăмсемпе ачасене - пурĕ 135 çынна пĕтернĕ. Анапа тытăнса тăрайман. 1943 çулхи çулла тăшман Кавказа тапăнса пырасси путланнине ăнланса илнĕ.

Е.САВЕЛЬЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика