Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрри-ташши чуна тыткăнлать

23 марта 2018 г.

Концерт коллективĕ 15 çынран тăрать. Ăна вун тăватă çул пĕр улшăнмасăр Анат Юлăшри Валентина Иванова ертсе пырать. Вăл Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкул хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра ветеринар пĕлĕвне алла илнĕ, пĕр хушă «Сорма» совхозра тăрăшнă. Пултаруллă та маттур, хитре те хавас кăмăл-туйăмлă хĕре ял каччи хăйĕн мăшăрĕ пулма суйланă. Вăхăт шунă май, çемьере виçĕ ывăл çуралса ÿснĕ: иккĕшĕ çар служби пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине лайăх ăнланаççĕ ĕнтĕ, виççĕмĕшĕ шкула кайма хатĕрленет-ха.

 

Концерт программине тĕплĕн хатĕрлеме пĕр ял çынниех, Сергей Багров баянист пулăшса пырать. Çулĕпе аллăра пулин те, сăн-питрен чылай çамрăкрах курăнать. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех вăл алла чи малтан купăс тытнă, каярахра баяна та куç хывнă, вĕсемпе питĕ ăста выляма хăнăхнă. Ку енĕпе Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче ятарлă пĕлÿ те илнĕ. Пысăк пултаруллă музыкант Чăваш Сурăмĕнчи культура çуртĕнче тăрăшать пулин те, хастар чун-чĕреллĕ этем, кирлĕ пулсан, Мартынкасси клубне те çитме май тупать.

Хальхинче вăл тăван ялĕнчи концерт бригадипе инçетри Мăн Ямаш ялне те çаврăнса çитрĕ. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ программăри çамрăклăхпа юрату юрри-ташшине залри халăх уйрăмах килĕштерни палăрчĕ. Ахальтен мар пулĕ Сергей Багровпа Людмила Волкова шăрантарнă «Юратсан» юрра икĕ хут юрласа пама ыйтрĕç. Çавăн пекех Елена Константиновăн, Раиса Егоровăпа Римма Михайловăн, Галинăпа Михаил Даниловсен юррисем те, Валентина Ивановăпа Альбина Васильевăн шÿтлĕ такмакĕ- семпе кулăшĕсем куракансен кăмăлĕсене çĕклерĕç.

Геннадий САВЕЛЬЕВ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика