Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-кĕвĕ пĕрлештерет

30 марта 2018 г.

Юрă-кĕвĕ пĕрлештерет

Чăваш Сурăмĕнчи культура çурчĕ çумĕнче иртнĕ çулхи кĕркунне ветерансен хорĕ йĕркеленчĕ. Паянхи куна коллектив 17 çынна пĕрлештерсе тăрать. Çак ĕçе йĕркелессипе педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Чăваш Сурăмĕнчи ветерансемпе пенсионерсен вырăнти уйрăмĕн канашĕн ертÿçи П.А.Ефимов пуçарулăх кăтартрĕ. Кĕске вăхăтрах ветерансен хорĕ çинче никĕсленнĕ пултарулăх ушкăнĕ куракансем умне анлă концерт программипе тухрĕ, вунă çĕрте хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарма ĕлкĕрчĕ.

«Эпир 2016 çул вĕçĕнчех ветерансен канашĕн ларă- вĕнче Элĕкри культура çурчĕ çумĕнчи пек ветерансен хорне йĕркелес ыйтăва хускатнăччĕ. Каярахпа культура ĕçченĕпе Альбина Ильинапа тата Сергей Багров баянистпа пĕр шухăшлă пулса хор йĕркелес ыйтăва сÿтсе яврăмăр, кашни ветеранпа уйрăм курнăçса хора çÿреме кăмăллакансен малтанхи списокне хатĕрлерĕмĕр, унтан хорпа юрламалли юрăсене палăртса репетицисем ирттерме пуçларăмăр. Пĕрремĕш репетицисене чи малтанах çичĕ-сакăр çын кăна пуçтарăннăччĕ, кăштахран пирĕн йыш самай пысăкланчĕ: халĕ 17 çынна пĕрлештерет. Вячеславпа Маргарита Михайловсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулчĕç, ветерансен хорне йĕркелес ĕçре вĕсен тÿпи те пысăк пулнине палăртас килет», - каласа парать Петр Архипович.

Чăваш Сурăмсем кăштахран репертуар хатĕрлесе кашни эрнерех икшер-виçшер хут репетицине пухăнма пуçланă. Хор йышĕнче тĕрлĕ ĕçре вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем: кунта шут ĕçченĕнче тăрăшнă пилĕк бухгалтер, виçĕ вĕрентекен, суту-илÿ тытăмĕнче вăй хунисем - иккĕн, çавăн пекех фермăра тата ытти çĕрте тăрăшса пенсие тухнă, юрра-ташша чĕререн парăннă çынсем. «Сурăм ен» вокал, хĕрарăм ветерансенчен йĕркеленĕ ташă ушкăнĕсем куракансен чĕрине илемлĕ те савăк юрă-кĕвĕпе, ташăпа тыткăнлаççĕ. Тепĕр саманта та палăртса хăварни вырăнлă: Чăвашсурăмсем сцена çине тухма ятарлă тум çĕлеттернĕ. Ку чухне укçине кашниех хăйĕн кĕсйинчен кăларнă.

Еленăпа Людмила Николаевăсем, Елена Михайловская, Елена Максимова, Любовь Ильинапа Любовь Кузьмина тата хорта юрлакан ытти çынсене те «Сурăм шăпчăкĕсем» тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. Вĕсен сассисем уçă та янăравлă, кĕвве лайăх туяççĕ. Çавăн пекех хорти арçынсене те палăртса хăвармалла. Хальлĕхе коллективра икĕ арçын çеç-ха. Владимир Андреевичпа Петр Архипович Ефимовсем те хăйсен сассисемпе юрă-кĕвĕ янăравлăхне ÿстереççĕ.

Концерт программине Альбина Михайлова вĕрентекен пултаруллă ертсе пырать. Вăйă картине тата шÿтлĕ сценăсенче çамрăкрах ăрури Галина Умарова, Наталия Гаврилова, Валентина Павлова, Маргаритта Сергеева, Ольга Дубинина хутшăнни концерта илемлетет. Ольга Дубинина пĕччен юрланине куракансем ăшшăн йышăннине палăртма уйрăмах кăмăллă. Çак тапхăрта пултарулăх ушкăнĕ Мартынкассинче, Крымсарайккăра, Ишпарайккăра, Вутланта, Ехремкассинче, Чăваш Сурăмĕнче тата кÿршĕллĕ Муркаш районĕнчи Шетмĕпуçĕнче, Матьăкра, Йÿçкассинче çĕршер куракана хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Сурăмсен концерчĕн тĕп шăнăрĕ куракансен чĕринче патриотизм, тăванлăх, юрату туйăмĕсене вăратасси. Иртнĕ кунсенче ветерансен хорĕ районти «Сăваплă тăван енĕм» конкурсăн гала-концертне хутшăнса хайĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

Ку çĕнĕ пуçарăвăн пĕрремĕш утăмĕсем кăна-ха, коллектив мал ĕмĕтлĕ, тĕллевĕсем вара пысăк. Халĕ Сурăмсем Шупашкар сцени çине тухма хатĕрленеççĕ. Мартăн 31-мĕшĕнче вĕсем Трактор тăвакансен культура çурчĕн сцени çинче хорпа тăватă юрă шăрантарĕç. Сăмахăма вĕçленĕ май коллектива репертуара татах та çĕнĕ юрăсем кĕртсе куракан чунне тыткăнлама сунасшăн.

А.СОРМСКИЙ.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика