Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинемей 95 çул тултарнă

13 апреля 2018 г.

Кинемей 95 çул тултарнă

2018 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, Янăш ялĕнче пурăнакан Иульяна Константиновна Потапова 95 çулхи юбилейне паллă тунă.

Çак сумлă менелник ячĕпе ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусем енĕпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Сорокин саламланă. Вĕсем юбиляра çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, çывăх çынсен юратăвне суннă, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав тунă. Çавăн пекех ăна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне тата асăнмалăх парне панă.

И.Константинова Аслă вăрçă çулĕсенче мĕнпур йывăрлăха тÿссе ирттернĕ, вăрман каснă, çĕр ĕçĕсенче тимленĕ, вăрçă хыççăн та канăçне курман. Унăн мăшăрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Иульяна Константиновна икĕ ывăлне пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Унăн халĕ 5 мăнук тата 10 кĕçĕн мăнук.

Ăна пархатарлă ĕçшĕн медальсем парса чыс тунă. Юбиляр халĕ ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнать.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика