Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке вулакан чунпа пуян

28 марта 2018 г.

Интернет, электронлă кĕнекесем пирĕн пурнăçа çиçĕмле вирхĕнсе кĕни халăха библиотекăсенчен сисĕнмеллех уйăрни вăрттăнлăх мар. Çапах та ку тытăмра тăрăшакансем çынсене, уйрăмах ачасене кĕнекепе туслаштарас тĕллевпе темĕн тĕрлĕ мелпе те усă кураççĕ.

Мăн Турханти ял библиотеки те ку енĕпе кая юлмасть. Пысăках мар пÿлĕмре вырнаçнă пулин те илĕртÿлĕхĕ пур. Çĕнĕрех кĕнекесем, килти ĕçсенче усă курма кирлĕ изданисем, тĕрлĕ энциклопеди-справочниксем йăлтах куç умĕнче. Кунтах чăвашсен çырулăхне йĕркелекене Иван Яковлевич Яковлева халалланă стенд. Кĕнекене упрама вĕрентнĕ халал, паттăрлăх, экологи кĕтесĕсем... тÿрех куç тĕлне пулаççĕ.

Ирина Максимова библиотекарь ял çыннисем кĕнекерен ан писчĕр тесе нумай тăрăшать. Вунвиçĕ çул тимлет ĕнтĕ кунта вăл. Маларах Мăн Турхан, Кушик, Тĕмпек ялĕсемпе ĕçленĕ. Халĕ, оптимизаци хыççăн, поселенири сакăр ялĕ те ун çинче. Çавăнпа та ĕç планĕ те пысăк.

Паянхи куна библиотекăна 320 çын килнĕ. Ытларахăшĕ ачасем пулнине палăртрĕ Ирина Никоновна. Мероприятисенче те хастар вĕсем. Районта, республикăра иртекен конкурссене хаваспа хутшăнаççĕ. Кулленхи ĕçе библиотека, поселени сайчĕ çинче çутатсах тăма тăрăшаççĕ.

Фондра 5600 кĕнеке. Юлашки вăхăтра кĕнеке çÿлĕкĕсем сахалрах çĕнелнине палăртрĕ Ирина Максимова. Çынсем ытларах чăвашла вуласшăн иккен. Наци чĕлхиллĕ изданисем вара библиотекăна çав тери сахал килеççĕ.

Мăн Турхан тăрăхне кĕрекен ялсем пĕр-пĕринчен аяккарах вырнаçнăран Ирина Никоновна ялсем тăрăх та тухса çÿрет, ватăсем патне килĕрен çитме тăрăшать.

Дария Александровна Зайцева акă 92-ре. Апла пулин те кĕнекене алăран ямасть вăл. Унччен библиотекăна хăех килсе çÿренĕ, халĕ кĕнекесене хĕрĕ илсе кайса вулаттарать.

Çавăн пекех чи нумай вулакансен шутне Кушикри Нина Васильевна Павловапа Клавдия Николаевна Петрована, Мăн Турханти Людмила Васильевна Федорована тата Лидия Тимофеевна Егорована кĕртмелле.

Библиотекарь вулакансем пирки çав тери ăшшăн калаçни килĕшрĕ. Çакă ăна ĕçре пулăшать те ĕнтĕ. Хăй те – кĕнекесен пысăк тусĕ. Вуламасăр кун иртмест. Кĕнекепе туслашнă çын чунпа та пуян тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ.

Паллах, танлаштармалли пур. Ирина Максимова хăй ĕçлеме тытăннă вăхăтра, 2005 çулта, ялсенче халăх ытларах пулнине палăртрĕ. «Халĕ çыннисем те, ачасем те сахалланса пыраççĕ», – пăшăрханса калаçрĕ вăл. Анчах та ку тăрăхра чăн-чăн кĕнеке тусĕсем пурри ун кăмăлне, ĕçлес туйăмне ÿстерет.

Ирина Никоновна Элмен Сунар ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ çемйипе Кушикре пурăнать. Икĕ ача çитĕнтереççĕ. Ывăлпа хĕрĕ те кĕнеке вулама юратаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика