Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă юбилейпе саламларĕç

17 марта 2018 г.

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çавалкасра çуралса ÿснĕ Юлия Николаевна Прокопьева 80 çул тултарчĕ. Пысăк уявпа саламлама аякра тата çывăхра пурăнакан ывăл-хĕрĕсем тата çывăх тăванĕсем пуçтарăнчĕç.

80 çул вăл 8 кун мар. Вĕсем, вăрçă ачисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тертлĕ кунсене те, вăрçă хыççăнхи нушаллă вăхăта та чăтса ирттернĕ. Ашшĕ, Николай Николаевич, вăрçă пуçлансан августра фронта тухса кайнă, Калинин хули патĕнчи юнлă çапăçура паттăрла пуçне хунă. Амăшĕ вара виçĕ ачана пĕччен пăхса ÿстернĕ.

«Вăрçă хыççăн та пурнăç йывăрччĕ. Тепĕр чухне çулталăкĕпе алла çăкăр татки тытса курман. Анкартинче нушаланса ÿстернĕ çĕрулмипе тата çиме юрăхлă курăкпа тăранса пурăннă», – тет Юлия Николаевна.

Кашни кун тенĕ пекех колхоза ĕçлеме çÿренĕ. 14 çула кайсан  аслисемпе тан колхоз ĕçне кÿлĕннĕ, суха тунă, тырă вырнă, вăрман каснă, кайран фермăна ĕçлеме куçнă. Дояркăра нумай çул тăрăшнă. Нуша пулсан та, Туçи Мăрат шкулĕнче 7 класс вĕренсе пĕтернĕ.

Пурнăç малаллах шунă. Маттур, çивĕч тата ĕçчен хĕре Лăпкă океанри флотра 4 çул службăра тăнă Михаил Прокопьевич Прокопьев моряк куç хывнă, хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. 20 çулхи ĕçчен пике килĕшнĕ. Халĕ вĕсем, Юлия Николаевнăпа Михаил Прокопьевич, 60 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурнăç тилхепине тытса пыраççĕ.

Калас пулать, Михаил Прокопьевич та ача чухне те, кайран та колхозра çанă тавăрса вăй хунă. Клубра çамрăксемпе ĕçленĕ, ун хыççăн электрикра нумай çул тăрăшнă, ялсем тăрăх электричество кĕртсе çÿренĕ, колхозра кочегар пулнă. Сумлă ватăсем çичĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕсене вĕрентсе кăларса, тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.

Аслă хĕрĕ, Люба, Улатăрти ял хуçалăх теникумĕнче зоотехник профессине алла илсен Красноярск крайне ĕçлеме тухса кайнă. Ывăлĕ, Юрий, Улатăрти чукун çул техникумне вĕренсе пĕтерсен чылай çул тепловоз машинисчĕ пулса ĕçленĕ. Унăн ывăлĕсем, Михаилпа Андрей, Красноярск крайĕнчи «Енисей» хоккей клубĕнче выляса чапа тухнă. Тĕнче класлă спорт мастерĕсем. Виçĕ хутчен Раççей чемпионĕсем, икĕ хутчен тĕнче чемпионĕсем пулса тăнă.

Юлия Николаевнăн виççĕмĕш ачи, Валерий, Шупашкарта строительство тытăмĕнче вăй хурать.

Алена вара малтан телеграфистка пулчĕ, кайран 17 çул – «Акконд» фабрикăра.

Светлана техникум пĕтерсен Красноярск крайне ĕçлеме тухса кайнă, халĕ те унтах. Кĕçĕн хĕрĕ, Ирина, кооператив техникумне пĕтерсен 20 çул ĕнтĕ суту-илÿ системинче тăрăшать, халĕ Туçи Мăратра пурăнать, ашшĕ-амăшне пулăшать.

Кĕçĕн ывăлĕ, Женя, инçет çурçĕрти газовиксен хулинче – Дудинкăра, полици тытăмĕнче.

Юлия Николаевнăпа Михаил Прокопьевичăн пĕтĕмпе 13 мăнук, вĕсем нумайăшĕ аслă пĕлÿ илсе, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хураççĕ, темиçе мăнукĕ шкулта пĕлÿ илеççĕ.

Ватăсем килте тĕрлĕрен ĕçпе тăрмашаççĕ. Вĕсене хĕрĕсем, кĕрÿшĕсем тата мăнукĕсем килсе пулăшсах тăраççĕ.

Петр ЗОЛОВ,

Туçи Мăрат шкулĕнчи истори учителĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика