Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăх пуянлăхĕ – ĕçлекенсем

03 марта 2018 г.

«Хорнзор» хуçалăхăн отчетлă пухăвне ял ĕçченĕсем палăртнă вăхăтра пуçтарăнчĕç. Федор Кузьмин ертÿçĕ малтанах кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе паллаштарчĕ. Хыççăн пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ.

Докладчик пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра 2017 çулта тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 310 гектар çинче акса çитĕнтернĕ. Кашни гектартан вăтамран 26 центнер тухнă. Хăшпĕр культурăсен кăтартăвĕсем татах та пысăкрах. Тырă сутмалăх та, акмалăх та, выльăх-чĕрлĕх валли те çитет. Çу кунĕсенче хĕл каçма утă 100 тонна, улăм 100 тонна, сенаж 600 тонна хатĕрленĕ. Фермăра мăйракаллă шултра выльăх 180 пуç, вĕсенчен сăваканнисем 80 пуç.

«Сĕт хуçалăха çулталăк тăршшĕпех тупăш парать. Светлана Васильева, Люба Прокопьева, Марина Тихонова дояркăсем килĕштерсе ĕçлеççĕ, пĕр-пĕрне ялан пулăшаççĕ. Пĕри те тепри сăвăма ÿстерессишĕн ĕнесене лайăхрах пăхаççĕ, кашнинчен мĕн чухлĕ сунипе кăсăкланса тăраççĕ. Николай Артемьев операторпа Николай Константинов электрика уйрăммăн палăртас килет. Пурте тăрăшса ĕçлеççĕ», – терĕ Федор Григорьевич.

Вăл Сергей Кошкинпа Владислав Фомин комбайнерсем хĕрÿ ĕççире хастарлăх кăтартнине асăнчĕ. Петр Гаврилов, Сергей Крислов  водительсем, Юрий Михайловпа Радий Артемьев, Александр Васильев трактористсем яланах стройра. Станислав Степанов та ĕçре хастар.

Хуçалăх пуласлăхĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçра. Шел пулин те, çамрăк специалистсем енĕпе лару-тăру йывăртарах. Аслă шкулсенче вĕренсе диплом илеççĕ пулин те çамрăксем яла таврăнасшăн мар. Опытлисем тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн специалист тупма питех те кăткăс.

Хуçалăх пуянлăхĕ вăл – ĕçлекенсем. Хальхи вăхăтра «Хорнзор» ял хуçалăх предприятийĕнче 21 çын вăй хурать. «Кашниех ырă сăмаха тивĕç, шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынишĕн тав тăватăп», – ял ĕçченĕсене мухтама манмарĕ ертÿçĕ.

Ĕç укçипе парăм çук, вăхăтра тÿлеççĕ. Хуçалăхра ĕçлекенсен вăтам шалăвĕ пĕлтĕр вунпĕр пин тенкĕпе танлашнă. «Кăçал ĕç укçине ÿстерме пăхнă. Çавăнпа та тупăш ытларах пултăр тесе тăрăшмалла. Апла пулсан продуктивлăха ÿстермелле. Хуçалăх хăват илсе, аталанса пырасси пĕтĕмпех хамăртан килет. Акă, тăпра тытăмне лайăхлатмасан, ăна çулсерен апатлантармасан пысăк тухăç илеймĕн», – палăртрĕ докладчик.

Ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçе агротехника ыйтăвĕсене пăхăнса пурнăçлама тăрăшаççĕ. Кĕрхи çĕртме 130 гектар тунă.

Хĕрÿ тапхăрта хуçалăхра вăй хуракансене столовăйĕнче апатлантараççĕ. Çулла ĕнесене лагерьте тытаççĕ. Çав вăхăтра ферма çурчĕсенче юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Пĕлтĕр витери урай хăмисене улăштарнă, тислĕк кăлармалли механизма çĕнетнĕ. Хуçалăх кассине мĕнпур ĕçсене пĕлсе пурнăçланăран сакăрçĕр пин тенкĕ таса тупăш кĕнĕ.

Ертÿçĕ ял ĕçченĕсен шанăçне тÿрре кăларасшăн. Ф.Кузьмин пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен çеç çитĕнÿ тума пулнине каларĕ, хура çĕре, ĕçе юратма сĕнчĕ.

Унтан кун йĕркинчи ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç, ревизи комиссийĕн отчетне итлерĕç.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалист-эксперчĕ Георгий Романов вăрнарсем иртнĕ çула еплерех кăтартусемпе вĕçленине каласа пачĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ял хуçалăх отраслĕнче çитĕнÿсем пĕчĕк мар. Район хăшпĕр кăтартусемпе республикăра та малтисен йышĕнче. Вăл ял ĕçченĕсем кăçал та маттур та хастар пуласса шаннине пĕлтерчĕ.

Юрий КОРНИЛОВ. 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика