Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнисĕр малашлăх çук

03 марта 2018 г.

Пăртасра çуралнă Александр Романов чăннипех те хастар арçын. Вăл нимĕнле йывăрлăхран та хăраса тăмасть, пурне те çĕнтерме пултарать. Мĕншĕн тесен ăна çамрăк вăхăтра çар пиçĕхтернĕ.

– Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсем... Ун чухне кашни каччăн чун-чĕринче патриотизм туйăмĕ хуçаланнă. Çамрăксем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр тăнă. Эпĕ те аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра çара каяс ĕмĕтпе çунатланнă. 1982 çулхи кĕркунне телей кайăкĕ ман пата та вĕçсе çитрĕ, медицина тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухсан  салтака кайма повестка тыттарчĕç. Октябрĕн 17-мĕшĕнче çывăх çынсемпе тата тус-тăвансемпе сывпуллашрăм, – калаçăва пуçларĕ Александр Николаевич.

– Ăçта лекрĕр; – интереслентĕм эпĕ.

– Туркмение. Пĕр сăмахпа, погранчник пулса тăтăм. Малтанах Кирхи хулинче ятарлă вĕренÿ центрĕнче ултă уйăх ăс-хакăла тĕрлĕ енлĕ пуянлатрăм, çавăн пекех çан-çурăма та çирĕплетрĕм. Тÿрех калатăп, Тăван çĕршыв чиккине сыхлама пурте пултараймаççĕ, çирĕп сывлăхлисене кăна суйласа илеççĕ. Эпĕ ачаран спортпа туслăччĕ. Çакă та пулăшрĕ пулинех, – сăмаха малалла шутарчĕ ĕнерхи салтак.

Ултă уйăхран ăна Душанбе хулинче вырнаçнă çыхăну ротине янă.

– Унти пĕр самант паянхи кун та асран тухмасть, – терĕ Александр Николаевич. – Эпĕ вăл кун контрольпе кĕме ирĕк паракан пунктра дежурствăра тăраттăм. Çăмăл машина çитсе чарăнчĕ те кабинăран генерал тухрĕ. Ман пата пычĕ те шалалла иртме кăмăл тунине пĕлтерчĕ. Çав вăхăтра командир вырăнта çукчĕ. Унран ирĕк илмесĕр никама та чаçе кĕртме юраманнине шута илсе генералăн çулне пÿлтĕм. Командир киличченех тăчĕ вăл. Ку ĕç-пуç хыççăн пĕçерккĕ лекессе кĕтнĕччĕ. Шутланă пек пулмарĕ, ятарлă уйрăма куçарчĕç. Гафров генерала манра хăюлăх пурри килĕшнĕ-мĕн.

Служба тивĕçне лайăх пурнăçланă, дисциплинăна çирĕп пăхăннă. Палăртнă тĕллеве пурнăçа кĕртесси унăн характерĕн тĕп пахалăхĕсенчен пĕри пулнă. Кирек епле лару-тăрăва та хăвăрт хăнăхнă, хастарлăхпа палăрнă. Çавна пулах маттур салтака сержантсене вĕрентсе хатĕрлекен шкула янă. Йытăпа тĕрлĕ шырав ĕçĕ тунă. Чăваш каччи пĕтĕмĕшле вĕренсе пĕтереймен, васкавлăн Тахтабазар хулине илсе кайнă. КППра кашнинчех хăйĕн çывăх тусĕпе – йытăпа тăнă. Анчах тахăшĕ тăватă ураллăскерне наркăмăшлă апат парса вĕлернĕ. Кун хыççăн Александр Николаевич авторотăна куçнă. Ентеше ЗИЛ-130 автомашина шанса панă.

– Ку техникăпа апат-çимĕçне те, аманнă салтаксене те, çар хатĕрĕсене те турттарнă. Çула колоннăпа тухаттăмăр. Темĕн те пулма пултарнă, çавах нимрен те хăраман. Пĕр вырăна, унтан теприне çитнĕ. Туркмени тăрăхĕнче çанталăк шăрăх тăнăран палаткăра çывăрнă. Е тата поездпа çар техникине илсе каяттăмăр. Пирĕн тивĕç ăна тапăнасран сыхласси пулнă, – службăри вăхăта аса илчĕ А.Романов.

Симĕс карттуслă салтак паттăрлăхпа харсăрлăх кăтартнăшăн иккĕмĕш степеньлĕ «Погранçарсен отличникĕ» палла илме пултарнă. Тăван тăрăха 1985 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче сержант званипе таврăннă.

– Çуралнă кĕтесе килсен пачах урăх пурнăçа лекнĕн туйăнчĕ. Салтакра вĕт, пограничник пулнă май, кашни самантрах мĕн те пулин сиксе тухма пултарассине шута хурса куна ирттернĕ. Çавах та чикĕ хураллама шăпа пÿрнĕшĕн мăнаçланатăп халĕ, – савăнăçа пытармарĕ Пăртас арçынĕ.

Александр Романова шкул çулĕсенчех çĕршыва хÿтĕлесси кăсăклантарнă. Йĕлтĕрпе чупассипе районти тата республикăри ăмăртусене хутшăннă. Аса илнĕ тăрăх, киле çитсен ашшĕпе амăшĕ хушса хăварнă ĕçсене васкавлăн пурнăçланă та, ялти пĕвене чупса çитнĕ. Каçхи тĕттĕмре шайба курăнми пуличченех хоккейла вылянă.

Тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чух алла хуткупăс тытнă вăл.

– Анне баянпа та, купăспа та, балалайкăпа та ăста калатчĕ. Манăн та ун пек пулас килетчĕ. Тĕллев лартрăм та – вĕрентĕм. Аслă классенче пĕлÿ пухнă çулсенче, канмалли кунсенче, ялти клубра çамрăксене купăспа ташлаттараттăм. Пĕве кĕрсен туйсене те çÿренĕ, – пĕлтерчĕ А.Романов.

Халĕ «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче водительте ĕçленĕ май, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать, хуткупăс каласа халăха савăнтарать. Пĕр çулхине Александр Николаевич заводра «Çулталăкри чи лайăх ĕçчен» ята тивĕçнĕ. Унччен те руле алăран яман, тĕрлĕ организацисенче начальниксене турттарнă. Хальхи вăхăтра Вăрнар поселокĕнче пурăнакан икĕ ача ашшĕ обществăлла ĕçре те хастар. Районти «Пограничниксен çамрăк тусĕ» отрячĕн ертÿçипе Юрий Никифоровпа час-часах шкулсенче пулаççĕ, çамрăксен чун-чĕринче патриотизм туйăмне вăратма пулăшаççĕ. Паттăрлăх урокĕсенче служба çулĕсене аса илеççĕ, пурнăçра йĕр хăварнă пулăмсем çинчен каласа кăтартаççĕ, спортпа туслашма сĕнеççĕ.

Александр Николаевич парта хушшинче тăхăр çул пĕрле ларнă пĕр ял хĕрне Любовь Николаевнăна хăйĕн мăшăрĕ тунă. Паянхи кун та пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнаççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.   

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика