Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Турнир хĕрÿ иртрĕ

Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕ иртнĕ кĕçнерникун çамрăк боксерсене турнира пуçтарчĕ. Çулран-çул асăннă ăмăрту пултаруллă боксерсене палăртать. Хальхинче те спортпа туслисем район администрацийĕн пуçлăхĕн парнисемшĕн кĕрешрĕç. Кăçал йăлана кĕнĕ турнир 21-мĕш хут иртрĕ. Кунта вара хамăр район спортсменĕсем кăна мар, республикăн ытти районĕсемпе хулисенчен те, Мари Эл республикинчен тата Чĕмпĕр облаçĕнчен те боксерсем килнĕ.

Савăнăçлă лару-тăрура турнира каç кÿлĕм район пуçлăхĕ Владислав Волков уçрĕ. Вăл боксерсене ăнăçу сунчĕ тата ырă та питех те вырăнлă сăмахсемпе вĕсен кăмăлне хăпартрĕ. Çавăн пекех республика турнирне хăнасем те сахал мар килнĕ. Вĕсен шутĕнче Элĕк тата Муркаш районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков, район администрацийĕн пуçлăхĕнче тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ Анатолий Платонов, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, боксăн тĕнче чемпионĕ Валерий Львов, Афган вăрçин ветеранĕ, бокс енĕпе Раççей спорт мастерĕ Александр Попов, СОБР ветеранĕ Олег Данилов пулчĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансене пĕрремĕш куннех Шупашкарти «Феерия» тата Элĕкри «Штрих-код» ташă ушкăнĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе хавхалантарчĕç.

Боксерсем çак пĕлтерĕшлĕ турнира пур вăйран хатĕрленни вĕсем хăйсене лăпкă тытнинчен те палăрчĕ пулĕ. Куракансем вара рингри кашни мăшăра тимлĕн сăнаса пăхрĕç.

Пытармастăп, хăш-пĕр самантсенче шкул ачисемшĕн хăрани те, хумханни те пулать. Çăмăл мар спорт тĕсĕ çамрăксен пур енлĕ чăтăмлăхне тĕпĕ-йĕрĕпех тĕрĕслет-çке.

Çапла икĕ кунра пĕтĕмпе 60 ытла боксер вăй виçрĕ. Пирĕн ачасем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчен, Красноармейски, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсенчен, Çĕнĕ Лапсар поселокĕнчен килнĕ боксерсемпе рингра тĕл пулчĕç. Унсăр пуçне, маларах палăртрăм ĕнтĕ, Мари Элти, Чĕмпĕрти спортсменсемпе те кĕрешрĕç Элĕкри спорт шкулĕн вĕренекенĕсем.

Турнирта чемпион ятне пирĕн районăн тăватă боксерĕ çав-çавах тивĕçрĕç. Чылай çул бокс секцине çÿрекенсем Эдуард Маслов, Кирилл Юртаев, Даниэль Семенов спорта чунтанах парăннине кăтартрĕç. Çавăн пекех вĕсемпе пĕрле «элита» ушкăнра çапăçнă Евгений Шашкин та Етĕрне районĕн боксерне çĕнтерсе чемпионсен йышне кĕчĕ.

Судьясен коллегийĕ çирĕп пулни те палăрчĕ. Вĕсем боксерсем кĕрешÿре мĕнле техникăпа усă курнине те шута илчĕç. Ку енĕпе вара боксерсенчен «Чи лайăх техника» номинацире Эдуард Маслов çĕнтерме пултарчĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене кубоксемпе, Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе чысларĕç.

А.СИЛИВЕСТРОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 апреля 2018
13:54
Поделиться