Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей каçĕнче

30 марта 2018 г.

Юбилей каçĕнче

Яманчÿрелĕнчи культура çуртĕнче Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, журналистсен республикăри премийĕсене лауреачĕ, 37 çул «Хыпар» хаçатра тăрăшакан Надежда Георгиевна Смирнован юбилей каçĕ иртрĕ.

Сумлă журналистăн пултарулăх каçне ентешсем йышлăн пуçтарăннă. Уява «Тăван Атăл» журнал редакторĕ Лидия Филиппова уçрĕ. Хисеплĕ калем ăстине район пуçлăхĕ Ираида Васильева, «Яманчурино» ООО директорĕ Владимир Рахмуллин, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин тата ыттисем саламларĕç, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕç.

Шупашкартан килнĕ чăваш эстрада юрăçисем юбиляр ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Ял çыннисем, пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсем, «Эткер» фольклор ушкăнĕ пултаруллă та сăпайлă журналиста ял çыннисене хаваслă та ырă кăмăл-туйăм парнеленĕшĕн тав турĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика