Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи хастар пулăçсем

16 марта 2018 г.

Районта пулăçсен ăмăртăвне ирттересси йăлана кĕчĕ. Ку хутĕнче çак мероприяти Эренар ялĕ çывăхĕнчи Тени кÿллинче иртнĕ. Пĕтĕмпе 30 çын таранах пухăннă. Кусем - районти вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем.

Пулăçсен тупăшăвĕ тăватă номинаципе иртнĕ. «Чи çивĕч пулă», «Чи нумай пулă тытакан», «Чи пысăк пулă», «Чи хăвăрт вак куçĕ касакан» номинацисем пулă тытакансенчен çирĕп ыйтнă. Ăмăртăвăн тĕп судйи - Элĕкри физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Валерий Сергеев. Пĕрремĕш пулла тытаканĕ - Вутлан шкулĕнче ĕçлекен Сергей Андреев пулнă. «Чи нумай пулă тытакан» номинацире Евгений Назаров (Мăн Ямаш шкулĕ) çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта - Геннадий Малов (Мăн Ямаш шкулĕ), виççĕмĕшĕ Сергей Андреев (Вутлан шкулĕ) пулнă.

«Чи пысăк пулă» номинацире те Евгений Назаров мала тухнă. Вăл тытнă уланкă 70 грамм туртнă. Пуринчен те маларах вак куçĕ тăвассипе каллех Евгений Назаров палăрнă. Вăл 23 çеккунтра 80 сантиметр хулăнăш пăра икĕ хутчен шăтарма пултарнă. Командăсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Мăн Ямаш шкулĕн представителĕсем Евгений Назаров тата Геннадий Малов чи лайăх пулăçсем пулни курăннă. Вĕсем пурĕ 638 грамм пулă тытнă. Вутлан шкулĕнчи Сергей Андреевпа Иван Александров Элĕк шкулĕнчи Юрий Алексеевпа Георгий Трофимовран 10 грамм ытларах тытни палăрнă. Вĕсем 160 тата 150 грамм пулă тытма пултарнă. Çĕнтерÿçĕсене тата малти вырăнсене йышăннисене хаклă парнесем, кубоксем, Тав хучĕсемпе медальсем парса чыс тунă. Пулăçсем юлашкинчен ăмăртусен шеф-поварĕ, Элĕк шкулĕн физкультура вĕрентекенĕ Сергей Сергеев пĕçернĕ пулă шÿрпипе, сиплĕ курăксенчен хатĕрленĕ тутлă чейпе сăйланнă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика