Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кĕмĕл сасă» фестивальте палăрнă

27 марта 2018 г.

Мартăн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Культурăпа ÿнер институтĕнче регионсем хушшинчи «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурс иртнĕ. Чăваш наци конгресĕ йĕркелесе янă фестиваль çулсерен анлăланса та пуянланса пырать.

Вăл Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакан чылай чăваш çамрăкне малашне çирĕппĕн утма çул уçса паракан фестиваль пулса тăчĕ. «Кĕмĕл сасă» пуян культурăна, илемлĕ чăваш чĕлхине, тăван халăх юрри-кĕввине тата йăла-йĕркене анлă сарма, çавăн пекех ытти халăх çыннисене паллаштарма, юрлас ăсталăха туптама пулăшакан чи лайăх май. Çак конкурса хутшăнакансен шучĕ çулран-çул нумайланса пыни те Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнчи йăхташăмăрсем хушшинче пултаруллă яшсемпе хĕрсем сахалах маррине çирĕплетет. Кăçал асăннă мероприятие 26 уйрăм юрлакан тата виçĕ ансамбль хутшăннă. Конкурсантсен пултарулăхне жюри йышĕнчи культура тытăмĕнчи сумлă çынсем хак панă.

Фестивале Элĕк районĕнчи Туçи Шĕмшеш хĕрĕ Людмила Засыпкина та хутшăннă. Ентешĕмĕр конкурсра Самар хулин хĕрĕпе тата Муркаш каччипе виççĕмĕш вырăна пайланă.

Людмила Засыпкина шкул тапхăрĕнчех юрă-кĕвĕпе туслашнă. Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕнче ку енĕпе пуçламăш пĕлÿ илнĕ. Шĕмшешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Халĕ культура институтĕнче аслă пĕлÿ илет, халăх пултарулăхĕн факультетĕнче ăс-хакăлне ÿстерет. Ентешĕмĕр ытти çулсенче хамăр районта иртекен «Вирьял шевлисем» фестиваль-конкурса хутшăнса хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнăччĕ. Районта иртекен ытти мероприятисенчен те аякра юлмасть.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика