Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канăçсăр чун-чĕреллĕ

23 марта 2018 г.

Канăçсăр чун-чĕреллĕ

Тĕмерти Леонид Канясев районти хресчен фермер хуçалăх ертÿçисенчен ÿсĕмĕпе илсен чи аслисенчен пĕри пулĕ. Кăçалхи раштав уйăхĕнче çитмĕл çул тултарать. Анчах хăй çулне параймăн çак хастар та патвар, ĕçшĕн çунакан арçынна.
Çамрăклах кун-çулне техникăпа çыхăнтарнă. Хăй вăхăтĕн-че “Победа” совхозпа районта кăна мар, республикăра та малта пыракан комбайнерсен шутĕн- че пулнă. 2006 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Маларахри çулсенче “иккĕмĕш çăкăр” çитĕнтересси çине ытларах тимлĕх уйăрнă пулсан, халĕ тĕштырăпа выльăх апачлĕх культурăсем акса туса илет. 614 гектар çĕрпе усă курать.
Хĕл кунĕсенче кăштах канса илмелле пек те, анчах Леонид Васильевич ĕçсĕр ларма хăнăхман, тата чунĕ те техника еннеллех туртать. Ирех чĕртет хурçă утне. Тĕмер тата Кармал ялĕсенчи çулсене юртан вăхăтра хырса тăрать. Юр вăйлă çуса лартнă кунсенче, ав, Амалăха та çитнĕ пулăшма.
Техника паркĕ çине сăмах куçсан, Л.Канясев кăçал комбайн туяннине асăнчĕ. “Усă курни пулчĕ те, пит кивех мар, вăрлăхсене те çĕнетесшĕнччĕ. Вăй çитмест пулĕ. Çуракине вара хатĕрпе пĕрех”, - терĕ. Пилĕк трактор хуçалăхăн, ытти йышши техника та çителĕклĕ.
Хăй те йышлă çемьере ÿснĕ-рен, Зоя Петровнапа иккĕшĕ 1 ывăл та 4 хĕр ура çине тăратнă. Верăпа Петя ялта тымар янă. Ĕçсене ытларахăшне çемйипе, тăванĕсем пулăшнипе пурнăçлаççĕ. Ака-сухара, вырмара кĕрÿшĕсем хурçă ут çине лараççĕ. Ывăлĕ ашшĕ пекех тĕрлĕ техникăна алла илнĕ. Штатри ĕçченсене - Лилиана Беляевапа унăн ывăлне Сергей Николаевича ырă енчен палăртса хăварчĕ.
Леонид Канясев фермер (сăн ÿкерчĕкре) хуçалăхĕнче пĕлтĕр выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси умĕнхи çулхинчен ÿснĕ. 16 пуç ĕне выльăхран сăвакан ĕне - вуннă. 2017 çулта кашни ĕнерен 5730 кг (умĕнхи çулхине - 5700 кг) сĕт суса илнĕ. Аш-какай туса илесси те чакман. Ĕне сăвасси Наташа кинĕ çинче, мăшăрĕ Зоя Петровна валли те хуçалăхра ĕç пайтах. Канăç çук ялти фермер çемйин. Ырми-канми ĕçлемесен хуçалăха çирĕппĕн тытса пыраймăн.
Л.Канясева илес пулсан, тракторист-комбайнер, слесарь, çав вăхăтрах ытти специалист та. “Тепĕр чухне ĕне сума та лекет”, - шÿтлесе илчĕ Леонид Васильевич.

 

Источник: “Вестник Российского информационного центра”

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика