Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар хĕсмечĕ - пурнăç шкулĕ

27 марта 2018 г.

Мĕн ĕлĕкренех çемьере ывăл çуралсан салтака кайма юрăхлă пултăр тесе пилленĕ. Треньелĕнче пурăнакан Тарасовсем те хăй вăхăтĕнче çаплах тунă. Пĕлтĕр Сергей Алексеевичпа Александра Алексеевна тăванĕсемпе пĕрле ачине сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме сунса салтака ăсатнă. Нумай пулмасть вара Алексей  тăракан çар чаçĕнчен ырă хыпар çитнĕ. Унăн командирĕ И. Егоров полковник Треньел каччи служба вăхăтĕнче хăйне лайăх енчен çеç кăтартнине, салтак тивĕçне тулли кăмăлпа пурнăçланине, юлташĕсемшĕн тата службăра пĕрле тăракан ытти ачасемшĕн те тĕслĕх вырăнĕнче пулнине пĕлтернĕ. Сергей Алексеевичпа Александра Алексеевнăна çĕршыва юрăхлă ывăл çитĕн-тернĕшĕн тав тунă, малашне те вăл чăн-чăн гражданин пуласса, çывăх çыннисем патне тимлĕх уйăрасса шаннине çырнă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика