Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр тупăшăвĕ - "Каçал ен" хаçат парнисемшĕн

27 марта 2018 г.

Спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын пурнăçра чăннипех те хастар. Районта пурăнакансем спортпа туслă пулнине, тĕрлĕ ăмăртусенче хастаррине куллен çирĕплетсе параççĕ.

"Каçал ен" хаçат редакцийĕ те шкул ачисене, районта пурăнакансене спортпа ытларах туслаштарас тĕллеве пурнăçласа çулсерен кĕркуннепе çуркунне çуран тата йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн ăмăртусем йĕркелет.

Акă, иртнĕ шăматкун, мартăн 24-мĕшĕнче, Комсомольски вăрманĕ хĕррине спортсменсем черетлĕ тупăшăва, хĕллехи спорт сезонне хупнă ятпа "Каçал ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртăва, пуçтарăнчĕç. Хĕвеллĕ, ăшă çанталăк хавас кăмăл парнелерĕ, хăвăртрах йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма хистерĕ.

Йĕлтĕр спортне кăмăллакансене чи малтанах "Каçал ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, республикăри "Пограничное братство" пĕрлешỹ правленийĕн председателĕ Анатолий Шорников, районти уйрăмĕн председателĕн çумĕ Геннадий Филиппов саламласа ăнăçу сунчĕç. "Паян чи маттуррисем, хăвăрт чупаканнисем, çирĕпписем финиша малтан çитсе парнеллĕ пулĕç", - терĕç вĕсем спортсменсене хавхалантарса.

Ăмăртăва çул парса, вăрман хĕрринчи йĕлтĕр трассине чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, организацисемпе предприятисен ертỹçисем, спорта кăмăллакансем тĕрĕслерĕç. Финиша чи малтан Александр Осипов, Венера Арсентьева, ЗуфарТимаев çитрĕç.

Малалла районти тĕп шкулсенчен килнĕ вĕренекенсем старта тухрĕç. Ăмăртăва пурĕ 6 команда хутшăнчĕ: Анат Тимĕрчкасси, Хирти Явăш, Чĕчкен, Тăманлă Выçли, Александровка тĕп шкулĕсем тата Шурут вăтам шкулĕн çак ỹсĕмри команди. Хĕрсемпе каччăсем хĕрỹ тупăшура çĕнтерĕве алăран вĕçертесшĕн пулмарĕç. Спортра чи вăйли кăна çĕнтерет тенине чăна кăларса финиша Хирти Явăшсем малтан çитрĕç. Чĕчкенсем - иккĕмĕшсем. Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕн команди виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Вăтам шкулсен ушкăнĕнче дистанцие чи малтан парăнтарса Шурут вăтам шкулĕн команди çитрĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем финиша иккĕмĕш, Çĕнĕ Мăратсем виççĕмĕш çитрĕç. Хырай Ĕнел, Хирти Мăнтăр, Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕсен командисем, çĕнтерỹçĕсем пулмарĕç пулин те, ăмăртăва хастар хутшăнчĕç.

Вăтам тата тĕп шкулсем хушшинче йĕркеленĕ эстафетăра районти 11 шкул команди çеç старта тухрĕ. Ыттисем ăçта-ши? Спартакиада шутне кĕменнипе тупăшăва хутшăнассине кирлех мар тенĕ-ши? Питех те шел, мĕншĕн тесен ачасем ăмăртусене хутшăнма мĕн чухлĕ ытларах хатĕрленеççĕ, вĕсем çавăн чухлĕ çирĕпленеççĕ, финиша çитсен тỹнекен те сахалрах пулмалла.

Кăçалхи ăмăртăва районти предприятисемпе организацисен чылайрах команди хутшăннни вара уйрăмах савăнтарчĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, райпо команди çеç старта тухнăччĕ. Кăçал вара пилĕк команда: Комсомольски, Тукай ял тăрăхĕсен, райпон, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн, районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн спортсменĕсем эстафетăна хутшăнчĕç. Хĕрỹ тупăшура Комсомольски ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн педагогĕсем - иккĕмĕш, районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн ĕçченĕсем виççĕмĕшсем пулчĕç.

Кашни ушкăнри çĕнтерỹçĕсем Кубоксемпе медальсене, грамотăсене, парнесене тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнă командăсене редакци "Каçал ен" хаçата 2018 çулăн иккĕмĕш çур çулне çырăнтарса парать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов малти виçĕ вырăна йышăннисене пылак çимĕçпе - тортсемпе - савăнтарчĕ.

Эстафетăна йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Чăваш Республикин "Пограничное братство" обществăлла пĕрлешỹ правленийĕн председательне Анатолий Шорникова, районти хастар пограничниксене Геннадий Филиппова, Петр Степанова, Леонид Киргизова, Николай Юманова, Петр Краснов депутата, Геннадий Шурбин мецената, судьясене, Валерий Волкова чунтан тав тăватпăр, малашнехи пурнăçра ăнăçу сунатпăр.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
429149, Чувашская Республика, д.Полевой Сундырь, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 30-2-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика