Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Урмай" - çĕнтерỹçĕ

27 марта 2018 г.

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин тĕп хулине волейбол вăййине кăмăллакансем пухăннă. Çак кун çĕнтерỹçĕ ята çĕнсе илессишĕн кунта пурĕ сакăр команда тупăшнă. Комсомольски районĕн чысне вара "Урмай" командăн хỹтĕлеме тивнĕ.

- 2017-2018 çулхи сезонра эпир вунпĕр вăйă вылярăмăр. Хĕрỹ ăмăртусенче яланах малти вырăнсене çĕнсе илсе пытăмăр. Вăйăсенче уйрăмах Владислав Кириллов, Ирек Камальдинов, Ильшат Мавлютов, Айрат Мударисов, Ильнар Кумтов, Расул Юмаков палăрчĕç, - хăйсен çитĕнĕвĕпе ушкăн членĕ Ринат Рахимзянов паллаштарчĕ.

Шупашкарта иртнĕ хĕрỹ тупăшура та Комсомольски спортсменĕсем палăрма пултарнă. "Урмайсем" - çĕнтерỹçĕсем тата кубок хуçисем. Турнирта мала тухнă ятпа çамрăк спортсменсене эпир саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика