Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнеççĕ çамрăк артистсем

24 марта 2018 г.

Кашни çынрах пултарулăх пур. Ăна вăхăтра асăрхаса, малалла аталантарса кăна пымалла.

Районти культура çурчĕсем çумĕнче 40 театр коллективĕ йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри Елчĕк халăх театрĕ. Ялта талантсене тупса палăртас тĕллевпе районта çулсеренех «Театр тĕнчинче» фестиваль ирттеретпĕр. Унта культработниксемпе пĕрле аслă ăру çыннисем, çамрăксем хастар хутшăнаççĕ. Хальхи вăхăтра драма кружокĕн членĕсем шăпах спектакльсем лартма хатĕрленеççĕ.

Нумаях пулмасть район шайĕнче Геннадий Волков академика халалласа сăвă калакансен «Чĕрĕ сăмах» конкурсĕ иртрĕ. Иртнĕ çул çак конкурса 100-е яхăн сăвă вулакан хутшăнчĕ пулсан, кăçал тата йышлăрах пулни савăнтарчĕ. Сăвва артист пек ăста вуласа мала тухнисем СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе иртекен «Чĕрĕ сăмах» конкурса видеоматериал тăратса хутшăнаççĕ. Елчĕксем паллă артист ячĕпе йĕркелекен конкурса кашни çулах хутшăнса Вера Кузьмина аллинчен дипломсем илеççĕ. Кăçал та çамрăк артистсем хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарасса шанас килет.

Районти ача садне çÿрекенсем те мĕн пĕчĕкрен сцена çине тухса хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. «Пĕчĕк фея» конкурса пĕчĕк артистем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ, воспитательсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

«Елчĕк ен пики» конкурс та çулсерен вăй илсе пырать. Унта çĕнтерекенсем республикăри конкурсра начар мар тупăшаççĕ.

Кашни самана нумай-нумай çын чун-чĕрине хускатса, çĕклентерсе, пăлхатса яракан юрăç, артист парнелет. Апла пулсан паянхи ача-пăча, çамрăк та ыран артист пуласса шанăç çук мар.

Мартăн 26-мĕшĕнче Елчĕкри «Паха пĕлÿ» çуртĕнче ачасен экологи театрĕсен «Ватă юман юмахĕсем» республикăри конкурсăн районти тапхăрĕ иртет. Çамрăк артистсене унта кĕтетпĕр.

Вера ПАНКРАТОВА, 
Елчĕк халăх театрĕн режиссерĕ

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика