АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшу кÿни яваплăрах ĕçлеме хистет

24 марта 2018 г.

Патшалăх пулăшу кÿни яваплăрах ĕçлеме хистет

Ялта ĕçлесе пурăнакан хуçалăхсенче хĕлле те, çулла та ĕç пĕтмест. Акă иртнĕ кунсенче район администрацийĕн ялхуçалăхпа экологи пайĕн тĕп-специалист-эксперт-агроном Н.Николаев, ертсе пыракан специалист-эксперт В.Черкасов Арапуçĕнчи "Петров С.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче ĕçсем еплерех пынипе паллашрĕç.

Аса илтеретпĕр, Сергей Николаевич пĕлтĕр хуçалăх ĕçне аталантарас тĕллевпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕ йĕркеленĕ, "Фермер ĕçне пуçăнакан" патшалăх программине хутшăнса 3 миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Ялта ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскер малтанах хушма хуçалăх ертсе пынă-ха вăл, пысăках мар çĕр лаптăкĕ çинче тĕрлĕ ÿсентăран, пахча-çимĕç çитĕнтернĕ, выльăх та тытнă. Ĕçлесе опыт пухса пынă май хуçалăха пысăклатса пыма шутланă. Мăшăрĕпе Ольга Михайловнăпа иккĕшĕ те пĕр шухăш-тĕллевпе ĕçлесе пурăнаççĕ вĕсем паянхи кун. Грант укçи-тенкипе усă курса Петровсем иртнĕ çул кĕркунне çĕнĕ МТЗ-82 трактор, пресс-подборщик, утă тавăрмалли агрегат /ворошилка/, 4 пуç сăвакан ĕне туяннă. Çавăн пекех ферма территорийĕнче ĕне тытмалли çĕнĕ вите хăпартса лартнă. Ăна хăпартса лартма грант укçинчен 800 пин тенкĕлĕх строительство материалĕсем туяннă. Хăйсен вăйне шанма хăнăхнăскерсем строительство ĕçĕсене те хăйсемех пурнăçлаççĕ. Эпир пынă вăхăтра шăпах çĕнĕ вите валли хăма хатĕрлетчĕç. Хуçалăхри ĕçе тытса пыма, строительство тума Александр Геннадьевич Иванов, Геннадий Васильевич Петров рабочисем пулăшса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра фермăра 15 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра сĕт антаракан 8 ĕне. Сĕте Çĕрпÿ районĕнчи предпринимательсем пĕр литрне 14 тенкĕпе туянса каяççĕ. Сергей Николаевич сĕт хакĕ йÿнĕ пулнишĕн пăшăрханать, апла пулин те сăвакан ĕнесен йышне ÿстерес тĕллевпе пурăнать. Малашне мăйракаллă шултра выльăх йышне ÿстерсе пырасшăн, ăратлă ĕнесем туянасшăн вĕсем. Выльăх апатне те хăйсен вăйĕпе хатĕрлеççĕ. Хĕл каçарма выльăх апачĕ çителĕклех хатĕрленĕ вĕсем иртнĕ çул. 60 гектара яхăн çĕр çинче урпа, люцерна, выльăх кăшманĕ, тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Ольга Михайловнăпа Сергей Николаевич икĕ ывăл çитĕнтереççĕ: Максим 13-ре, Руслан - 8 çулта. Çуллахи вăхăтра, вĕренÿ çулĕ пĕтсен, вĕсем те ашшĕпе амăшне пулăшаççĕ. Ывăлсем темерĕн, техникăпа кăсăкланакансем хуçалăхра трактор пурришĕн савăнаççĕ. Çапла арçын ачасем пĕчĕклех ĕçлеме хăнăхса ÿсеççĕ.

"Грант çĕнсе илни пире тата та яваплăрах ĕçлеме хистет. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май пурри ялта пурăнакансемшĕн пысăк савăнăç, çав вăхăтрах пысăк тивĕç те. Патшалăх паракан пулăшупа тĕллевлĕ усă курма пĕлмелле. Çаннă тавăрса, тар тăкса ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть", - пĕлтерет хăйĕн шухăшне С.Петров фермер. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика