Комсомольский муниципальный округ

Сывă пул, букварь!

Пурнăçра пĕтĕмпех пĕчĕкрен пуçланать: çăкăр - тырă пĕрчинчен, хĕвел - пайăркаран, çурт - кирпĕчрен, пĕлỹ вара - ача хăй тĕллĕн вуласа тухнă пĕрремĕш кĕнекерен. Букварь тата Азбука - шкул ачине вулама, çырма, ырра вĕрентекен пĕрремĕш кĕнеке.

Нумаях пулмасть Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 1 "а" класра пĕлỹ пухакансемшĕн "Букварь тата Азбука. Сывă пулăр" уяв иртрĕ. Унта вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç.

Уяв залĕнче ачасем сăвăсем вуларĕç, конкурссене хастар хутшăнчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç, юрă шăрантарчĕç. Çавăнпа пĕрлех уявпа саламлама килнĕ Буратинăпа Мальвинăна, Тухатмăш карчăкне савăнăçлăн кĕтсе илчĕç.

Шкул директорĕ Георгий Перьев пĕрремĕш класра вĕренекенсене Азбукăна вуласа тухнă ятпа саламларĕ, "Вулаканăн удостоверенине" парнелерĕ. Халĕ вĕренекенсем кирек хăш кĕнекене çăмăллăнах вуласа тухма пултарнине асăнса хăварчĕ.

С.ИГОНИНА,

вĕрентекен



"Каçал Ен"
23 марта 2018
10:25
Поделиться