Комсомольский муниципальный округ

Текстсен конкурсĕ иртет

ăваш чĕлхи кунне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа Пĕтĕм чăваш диктантне çырăпăр. Тăван чĕлхерен хакли ним те çуккине аса илтерекен акцие Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, ЧР вĕренỹ институчĕ, "Хыпар" хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ирттереççĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ диктант тексчĕн конкурсне кăçалхи апрелĕн 12-мĕшĕччен йышăннине пĕлтерет. Текстра 160-а яхăн сăмах пулмалла. Диктант теми - ирĕклĕ. Текстсене çырупа çак адреспа ăсатмалла: 428015, Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 29ỸI, ЧПГĂИ, электрон почта - human2000@yandex.ru. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕсем çапларах: 8(8352)45-07-87, 45-02-58, 45-06-26. Диктанта апрелĕн 25-мĕшĕнче çырăпăр.



"Каçал Ен"
23 марта 2018
10:14
Поделиться