Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-ташă ялан чĕрере

23 марта 2018 г.

Чăваш çынни çĕр пин юрă çĕршывĕнче пурăнни хăех асамлăх тĕнчин хăйне евĕр ỹкерчĕкне куç умне кăларать. Чăваш уявра кăна мар, ĕçре те юрланă, ачи-пăчине уралантарнă чухне те пепкине унпа "ачашланă", хăйĕн хуйхи-суйхине кĕвĕ-çемĕпе пусарнă…

- Мĕн авалах ваттисем "Лайăх юрă кулач çине пыл сĕрсе çининчен те ирттерет", - тесе ахальтен каламан пуль çав. Чăннипех те çапла ĕнтĕ. Лайăх йăла кивелмест тенешкел, лайăх юрă та нихăçан ватăлмасть. Вăл çунат та хушать, хăйĕн пуянлăхĕпе, мăнаçлăхĕпе чун-чĕрене вырнаçать те, унта ĕмĕрĕпех пурăнать, - терĕ сăмах пуçарса Хирти Мăрат ялĕнче пурăнакан Наталия Павлова. Наталия Алексеевна çак сăмахсене ахальтен каламарĕ. Мĕн пĕчĕкрен юрласа-ташласа ỹснĕ-скер, паянхи кун та кĕвĕ-çемĕсĕр пурăнаймасть. Вăл çеç мар, çемйипех юрра-ташша ăста вĕсем. Мăшăрĕпе Владимир Витальевичпа çĕр-çĕр юрă пĕлеççĕ пуль. Хăйсен ăсталăхне ачисене вĕрентес тĕллевпе пурăнаççĕ. Ахальтен мар хĕрĕ Татьяна ашшĕ-амăшĕн çулĕпе утнă. Чи малтанах Шупашкар хулинчи культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухнă. Унтан Хусанти культура институтне вĕренме кĕнĕ. Паян Татьяна Владимировна - Шупашкар хулинчи 6-мĕш вăтам шкул педагогĕ. Вăл ачасене музыка тĕнчине илсе кĕрет, юрлама-ташлама вĕрентет. Кĕçĕн хĕрĕ Милана тата мăнукĕ Марк аслисенчен вĕренсе пыраççĕ. Владимир Витальевич купăсне тăсса ярсассăн еплерех ташлаççĕ вĕсем, Наталья Алексеевна юрă пуçарсассăн пĕрле юрă вĕренеççĕ. Пултаруллă çемьере çапла ĕнтĕ - каннă, ĕçленĕ, савăннă вăхăтра та юрă-ташă хăйĕн вырăнне тупать.

Наташăпа Владимир Павловсем пĕр-пĕринпе Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищинче тĕл пулнă. Владимир Канаш районĕн чипер хĕрне вĕçертмен, Наташăна пурнăç çулĕпе пĕрле утма сĕннĕ. Павловсем çемье çавăрнăранпа кăçал 26 çул çитет. Çак вăхăтра вĕсем куракансене хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе мĕн чухлĕ савăнтарман пулĕ.

- Виçĕ ачана - Татьянăна, Алешăна, Миланăна - кун çути парнеленĕ пулсассăн та, вĕсемпе канса ларнине астумастăп. Яланах сцена çинче пулнă эпир. Фестивальсене, конкурссене хутшăнмалла-и, ялта концерт лартмалла-и - çĕнĕ юрă вĕрен-нĕ те куракансен умне тухнă. Ушкăнпа та, çемьепе те нумай юрланă. Паян та сцена çинче эпир, - терĕ Наталия Алексеевна.

Сăмах май каласа хăварас пулсан, çамрăк хĕр Хирти Мăрата качча килсессĕнех вырăнти культура çуртне ĕçлеме вырнаçнă та 2017 çулчченех унта тăрăшнă. Çулталăка яхăн Наталия Алексеевна Элпуç ял тăрăхĕн вулавăшĕнче ĕçлет. Мăшăрĕ, Владимир, Хирти Явăш тĕп шкулĕн музыка учителĕ. Унăн вĕренекенĕсем çав тери пултаруллă. Кашăкпа вылякан арçын ачасен ушкăннех илер-ха. Вĕсем район, республика шайĕнчи конкурссене те хутшăннă. Чунтан парăнса ĕçленин çимĕçĕ кăна çапла ăнăçлă пулаять. Владимир Витальевич "Каçал" халăх фольклор ансамблĕн купăсçи те. Унăн аллинче хуткупăс выляса çеç тăрать. Çак ăсталăха вĕрентекенĕ ашшĕ, Виталий Николаевич, пулнă. Ăна купăс калама хăй тĕллĕн вĕреннĕскерне, Элпуç тăрăхĕнче çитекенни пулман. Халĕ вара Владимир илемлĕ кĕввипе çывăх çыннисене, халăха савăнтарать.

- Общество пурнăçне çав тери хастар хутшăнатăр. Районти уявсенче кăна мар, республикăри, унăн тулашĕнчи тĕрлĕ мероприятире пуçарулăх кăтартатăр. "Атьăр, хутшăнар" текенни кам-ши сирĕн? - ыйтрăм мăшăртан.

Павловсем пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса илчĕç те, ман ума тем хулăнăш портфолио кăларса хучĕç.

- Кам мĕнпе кăсăкланни, мĕнлерех çитĕнỹсем туни - йăлтах çак тĕркере. Паллах, культура тытăмĕнче ĕçленĕрен, юрлама-ташлама кăмăлланăран, купăспа вылянăран эпир конкурссене хутшăнма яланах хавас. Нихăçан та турткалашса тăмастпăр. Шутлатпăр та çула тухатпăр. Акă, пĕлтĕр кăна эпир çемйипех "Пурте туслă çемьерен" республика шайĕнчи фестивале хутшăнтăмăр. Çавăн пекех Урмаел ялĕнче регионсем хушшинче йĕркеленĕ "Выля, хуткупăс" конкурсран та айккинче юлмарăмăр. Ыттисен пултарулăхĕпе паллашма çав тери кăмăллă пулчĕ. Конкурссемпе фестивальсем ăсталăха ỹстереççĕ, çĕнĕлле аталанма вăй параççĕ, - терĕ çемье пуçĕ.

Павловсен культура сферинчи ĕç стажĕ 95 çулпа танлашать. Ахальтен мар 2016 çулта вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Павловсен çемье династийĕн ĕç стажĕ ашшĕнчен, Виталий Николаевичран, пуçланнă. Вăл ялти культура çуртĕнче чылай çул ĕçленĕ. Шăпах çак вăхăтра çемйине юрă-кĕвĕ тĕнчине илсе кĕнĕ. Паян унăн ĕçне хĕрĕпе ывăлĕ, кинĕ, мăнукĕ тăсаççĕ. Кĕвĕ-çемĕ кашни çын чунĕнче хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупнăран пулса пырать пулĕ çакă. Вĕсем пурте юрлаççĕ, ташлаççĕ, музыка инструменчĕсемпе выляççĕ.

Çапла, Павловсен маттурлăхĕ таврара пурне те савăнăç кỹрет. Пур енĕпе те килĕшỹллĕ мăшăр хăйсем юратакан ĕçпе ыттисене те хĕмлентерме пултарни чăннипех пархатарлă.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика