Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай ял тăрăхĕн команди иккĕмĕш

23 марта 2018 г.

Районти ял тăрăхĕсем хушшинче шахматла тата шашкăлла выляса командăсем хушшинче мала тухассишĕн ăмăртусем пулчĕç. Анчах, шел те, Тăрмăшпа Тăвай ял тăрăхĕсен командисем кăна туллин хутшăнчĕç çак пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва. Ытти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем командăсем (вăл пĕр шахматистпа икĕ шашистран тăрать) тăратма пултараймарĕç. Вĕсенче спортăн асăннă енĕсем хисепре мар пулас.
Тăрмăш ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш вырăна тухса куçса çÿрекен кубок çĕнсе илме пултарчĕ. Команда кăтартăвĕсемшĕн Виталий Алексеевич Дмитриев шахматист, Александр Ильич Афанасьевпа Мария Витальевна Еремеева шашистсем хастар кĕрешрĕç. Вĕсене ылтăн медальсем тата дипломсем парса чысланă.
Тăвай ял тăрăхĕн команди иккĕмĕш вырăнта пулчĕ. Команда чысне Константин Викторович Григорьев шахматист тата Василий Алексеевич Николаевпа Анастасия Вячеславовна Петрова шашистсем хÿтĕ-лерĕç. Вĕсене те кашнинех медальсемпе тата дипломсемпе палăртнă.
Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕшĕн вара Юрий Палладиевич Арестов шахматист кăна тупăшрĕ.
Мартăн 25-мĕшĕнче шашкăлла выляса районта мала тухассишĕн ăмăрту ирттерме палăртнă, вăл “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕн çуртĕнче ирхине 10 сехетре пуçланĕ.

Первоисточник: Ял ecченe

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика