АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почтальон яланах çул çинче

23 марта 2018 г.

Çĕр çинче нумай тĕрлĕ професси, нихăшне те хурлаймăн, суйлама кăна пĕлмелле. Çавна палăртрĕ те Элĕкри çыхăну уйрăмĕн почталь- онки Светлана Васильева.

Ир-ирех çула тухасси уншăн йăлана кĕнĕ. Ĕçе кулленех вăхăтра çитме васкать. Хăйне кирлĕ хаçат-журнала, нумай тĕрлĕ пособие, çырусене суйласа илсе адресат патне çийĕнчех çитермелле-çке унăн. Сумки вара самаях сулăмлă Светлана Владимировнăн. Çыхăну уйрăмĕнчен 140 ытла экземплярпа çула тухать вăл, çав шутран районти «Пурнăç çулĕпе» хаçат кăна 80 экземпляр. Ыррине палăртма та кăмăллă. Любовь Петрова ертÿçĕ Светлана Васильева лайăх ĕçлени, коллективра малта пыни çинчен каларĕ.

Светлана Владимировнăн маршручĕ район центрĕнченех пуçланать. Вăл малтанах хаçат-журналпа Гагарин урамĕнче пурăнакансене тивĕçтерет. Тĕрлĕ кăларăма килĕрен валеçнипех лăпланаймăн. Организацисемпе учрежденисем те вырнаçнă кунта. Вĕсене ĕçлĕ хутсем, саккас çырусем çитерсе парать Светлана Васильева. Кунтах – унăн вулама юратаканĕсем те, Раççей Ял хуçалăх центрĕн Элĕкри уйрăмĕн специалисчĕсем. «Заходи» магазин-столовăй ĕçченĕсем тĕрлĕрен-тĕрлĕ кăларăмсем кăмăллаççĕ иккен.

Асамат, Витеçÿч ялĕсенче пурăнакансемшĕн те Светлана Владимировна кĕтнĕ хăна вырăннех. Хăйĕн чăн-чăн вулаканĕсене ятранах асăнчĕ. Асаматри педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валентина Михайлова çырăнтару тапхăрĕнче уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартать-мĕн. Хаçат хыççăн хаçат çырăнать, вак-тĕвек кăларăмсем те пур унăн. Çавăн пекех Виктор Филиппов, Леонид Андреев, Тамара Иванова, Калерия Порфирьева хăйсем кăмăллакан хаçат-журнала хаваспах илсе тăраççĕ. Лидия Никифорова та, библиотекăра нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер, чун апачĕсĕр пурăнаймасть, çавна май чылай кăларăм çырăнса вулать.

- Хам та хаçат-журналпа çывăх туслашрăм. Виçĕ экземпляр илсе тăратăп, - хыпарларĕ Светлана Васильева почтальонка.

Вăл, Витеçÿтĕнче пурăнаканскер, ентешĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă. Кашниех хăй кăмăлланине çырăнса илтĕр тесе тимлет. Зоя Дмитриева ĕç ветеранĕ вара ку енĕпе чăннипех те хастар иккен, икĕ-виçĕ кăларăм çырăнать.

- Ял çыннисем ытларах «Пурнăç çулĕпе» район хаçатне кăмăллаççĕ, сĕнÿ-канашсен кăларăмĕсене килĕштереççĕ, - пĕлтерчĕ С.Васильева.

Вăл почтальонра пиллĕкмĕш çул ĕçлет. Унччен маларах «Аликовский» совхозри комплекслă бригадăна ертсе пынă. Районти потребительсен обществин тытăмĕнче те чылаях тар кăларнă.

- Пурнăç тăршшĕпех çынпа ĕçленĕ май поч- тальон тивĕçĕ килĕшет. Пирĕн пуçлăх Любовь Ивановна Петрова пултаруллă, ырă кăмăллă. Коллектив та туслă. Кун пек чухне савăнса ĕçлес килет, - терĕ Светлана Владимировна.

Ăна ял-йыш шанни, хисеплени те куç кĕрет. Хастар почтальонка темиçе çул та Витеçÿчсен старости шутланать, ял пурнăçĕн ĕçне пысăк тÿпе хывать. Светлана Васильевăна мăшăрĕ Владимир Гордеевич, Маринăпа Миша ачисем те пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ.

Елена ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика