АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьепе çывăх пулни - телей

23 марта 2018 г.

Çемьепе çывăх пулни - телей

Мĕнле те пулин професси илме хуласенче ятарлă пĕлÿ илнĕ çамрăксем яла туртăнни савăнтарать. Вĕсемшĕн тăван кĕтес хаклă пулнипе пĕрлех ял-салари пурнăç условийĕсен пахалăхĕ те пĕлтерĕшлĕ. Чи малтанах ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерни пысăк вырăн йышăнать çамрăкăн карьера картлашкинче. Çакна тĕпе хурса «ĕнерхи» студентсем ялсенче ĕç вырăнĕсем тупса, пĕрисем çемье çавăрса, чуна çывăх ĕçĕнче майлашса пурнăçа кирлĕ пек çыхăнтараççĕ.

Вĕсенчен пĕри - Качалав ялĕнче çуралса ÿснĕ Федор Воинов. Вăл хальхи вăхăтра Ехремкасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хурать. Çамрăксемпе ĕçлекен специалист тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. Хăй те çак тăрăхрах ÿссе çитĕннĕрен юнашар ялсенчи каччăсемпе хĕрсене пурне те пĕлет. Çавăнпах кашни спорт мероприятинех вĕсене хастар хутшăнма явăçтарать. Унсăр пуçне учетра тăракан çемьесене те куçран вĕçертмелле марришĕн та яваплă çамрăк.

Федор Станиславовича пурнăç кустăрми пĕр вăхăт аякри хуласене илсе çитернĕ. Строительство ĕçĕсенче вăй хума хистенĕ. Ехремкасси ялĕнчи вăтам шкулта 9 класс таран вĕреннĕ хыççăн вăл ялти шкулăн алăкĕ яланлăхах хупăннăран Элĕкри вăтам шкула куçнă. Унта вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкара çул тытнă. Каччă аслă пĕлÿ илме тĕллев лартнă. Çапла майпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. 2007-2012 çулсенче чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Хореограф специальноçне алла илнĕрен пултарулăхне çав вăхăтрах «Ахаяс» чăваш патшалăх ансамбльне хутшăнса тĕрĕсленĕ.

Диплом илсен çамрăк ĕçсĕр ларман. Ачаранах спортпа туслăскер уйрăмах йĕлтĕрпе чупма тата футбол, волейбол вăййисене выляма кăмăллать. Федор - çемьеллĕ. Мăшăрне юнашар районтан тупнă. Тăватă çул каялла чăмăртаннă çемье халĕ Элĕк салинче пурăнать. Ф.Воинов кашни кунах вара хăйĕн ĕç вырăнне пур кăмăлтан çÿрет. Сăмах май, Воиновсен çемйинче икĕ ача ÿснĕ. Ĕçрен ÿркенме хăнăхман йăмăкĕпе иккĕшĕ.

Çĕнĕ ĕç вырăнĕнче ĕçлеме кăмăллă пулнине тата ĕçтешĕсем ăнланманлăхсене татса пама пулăшнине те пытармасть çамрăк специалист. Ăна ют облаçсене кайса çÿремесĕрех, çывăхра ĕç пурри çемьепе юнашар пулма та май парать. Çакăнтан килет те ĕнтĕ телей тата юрату çирĕплĕхĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика