АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш ячĕпе альбом-кĕнеке хатĕрленĕ

23 марта 2018 г.

Ентеш ячĕпе альбом-кĕнеке хатĕрленĕ

Музей - ĕлĕкхипе хальхи пурнăçа пĕрлештерсе тăракан çурт. Кунта темиçе ĕмĕр хушши пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă тĕрлĕ ăру пуянлăхĕ упранать.

Анчах та иртнĕ тапхăрта туса ирттернĕ ĕçпе çеç çырлахса ларма çук-ха. Çитĕнекен ăрăва иртнĕ ĕмĕрсенче çĕршывра, тĕнчере пулнă пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсем çинчен каласа парас тесен музея экспонатсемпе яланах пуянлатса тăмалла. Унсăр нимĕнле те май çук. Çитменнине тата çакна музейра тăрăшакансен вăйĕпе анчах туса ирттерме те пулмасть. Ку чухне никам хистемесĕрех, хăйсен кăмăлĕпе историпе, тĕрлĕ тĕпчевпе кăсăкланакансем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Элĕкри литературăпа краеведени музейне экспонатсемпе пуянлатас тĕлĕшпе уйрăмах ырми-канми ĕçлекенсен шутне хамăр ентеше, халĕ Шупашкарта пурăнакан Геннадий Михайлова кĕртес килет. Тăван ене кашни килмессеренех музей валли илсе килнĕ пĕр-пĕр парнепе савăнтарать сакăр теçеткене хыçа хăварнă хисеплĕ ватă. Мартăн 20-мĕшĕнче каллех Элĕкри литературăпа краеведени музейĕнче тĕп библиотека, культура тата архив ĕçченĕсем хутшăннипе черетлĕ мероприяти иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ Владислав Волков, администрацин культура секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова, Геннадий Михайлов краевед тата Тукач ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Салтыков хутшăнчĕç.

Ку хутĕнче хамăрăн мероприятие Элĕк райĕçтăвкомĕн пĕрремĕш председательне Яков Игнатьевич Салтыкова халалларăмăр. Ун пурнăçĕпе кĕскен паллаштарса çакна палăртмалла. Яков Салтыков Мускав хулинче юридици енĕпе Аслă курссенче вĕреннĕ. Тĕрлĕ çулсенче юридици комиссарĕнче, Чăваш автономи облаçĕнче милици начальникĕнче, прокурор пулăшаканĕнче ĕçленĕ, Тĕп судăн членĕ пулнă. 1927 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1928 çулччен ĕçлекенсен депутачĕн Канашĕн Элĕк район ĕçтăвкомĕн председателĕнче тăрăшнă.

Геннадий Михайловпа Яков Салтыковăн тăванĕ Сергей Салтыков ентешĕмĕр çинчен тĕрлĕ тĕслĕ альбом-кĕнеке кăларнă. Унта Чăваш Республикин, район аталанăвне сахал мар тÿпе хывнă çыннăн кун-çулне туллин çутатса панă, сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă.

Хисеплĕ краевед ку альбома районти тĕп библиотекăна тата Элĕкри литературăпа краеведени музейне пачĕ. Çавăн пекех ăна Тукач ялĕнче пурăннă Яков Салтыковăн хисеп хăмине вырнаçтарнă çурт хуçине Инна Романовăна парнелерĕç.

Район пуçлăхĕ Владислав Волков ентешĕмĕрсене кун пек пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттернĕшĕн тав туса малашне те çĕнĕ ĕçсемпе савăнтарма ăнăçупа çирĕп сывлăх сунчĕ.

О.АЛЕКСЕЕВА,

музей директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика