АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăххисене палăртнă

23 марта 2018 г.

Чи лайăххисене палăртнă

Çулсеренех районти вĕренÿ тытăмĕнчи чи лайăх вĕрентекене, класс ертÿçине тата шкул çулне çитменнисен учрежденийĕнчи воспитателе палăртас тĕлĕшпе конкурссем йĕркелеççĕ. Асăннă мероприятисем вĕрентекенсене хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарма май панипе пĕрлех ĕçтешĕсенчен чылай çĕннине вĕренме пулăшаççĕ. Кăçал «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурсăн районти тапхăрне тĕрлĕ шкулти 8 вĕрентекен хутшăннă. Çак конкурсра И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Алена Валерьевна Ефимова чи пысăк балл пухнă. «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурсра вара Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта физкультура урокĕсене вĕрентекен, кадет класĕн ертÿçи шутланакан Константин Витальевич Громова çитекенни пулман. Вăл 9 вĕрентекен хушшинче мала тухнă. «Çулталăк воспитателĕ» конкурса шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче ĕçлекен 6 воспитатель хутшăнма кăмăл тунă. Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ Альбина Зайцева ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе хутшăнса ĕçлес ăсталăхĕ пысăк шайра пулнине çирĕплетсе панă.

Асăннă конкурссен районти тапхăрĕсенче мала тухнисем республикăра иртекен мероприятисене хутшăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика