МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАТТĂР ЯТНЕ ЧĔРЕРЕ УПРАÇÇĔ

21 марта 2018 г.

ПАТТĂР ЯТНЕ ЧĔРЕРЕ УПРАÇÇĔ

 

Иртнĕ шăматкун Елчĕкри Спорт çуртĕнче Совет Союзĕн Геройне Александр Филиппович Беляева асăнса кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта районти шкулсенче вĕренекен тата Елчĕк, Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш ял тăрăхĕсенчи 100 ытла спортсмен хутшăннă.

Тĕрлĕ ÿсĕмри тата виçери атлетсенчен кашниех мала тухма талпăннă. Помостсем çинче шкул ачисемпе çамрăксем икĕ енлĕ /кире пуканне сулласа йăтса тата кăкăр çинчен тĕртсе/, хĕрачасемпе хĕрсем кире пуканне сулласа йăтса ăмăртнă. 2007 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасенчен Хăвăлçырма шкулĕнчи В.Галкин пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Петухов /Патреккел/ тата Д.Иванов /Елчĕк/ йышăннă. Çак ÿсĕмре хĕрачасенчен Р.Краснова ?/Патреккел/, С.Рахмина /Патреккел/ тата С.Смирнова /Кивĕ Эйпеç/ палăрнă.

Ытти ÿсĕмсенчи, виçесенчи атлетсем хушшинче те хĕрÿ кĕрешÿ пынă. Вăтам шкулсенчен Елчĕксем мала тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем — Курнавăшсемпе Çĕнĕ Пăвасем. Тĕп шкул командисенчен Патреккелсем – пĕрремĕш, Кивĕ Эйпеçсем – икккĕмĕш, Хăвăлçырмасем – виççĕмĕш.

Ял тăрăхĕсенчен Елчĕксем пĕрремĕш, Аслă Елчĕксем иккĕмĕш, Кĕçĕн Таяпасем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Елчĕк çамрăкĕсен фончĕн ятарлă парнине чи лайăх кăтартупа палăрнă Андрей Кузнецов тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăмăртăва хутшăннă çулпа чи асли — Ĕнелĕнчи Анатолий Анисимов çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнине палăртнă.

Ăмăртăвăн спонсорĕсем — Совет Союзĕн Паттăрĕн А.Беляевăн тăванĕсем Владимирпа Александр, Виктор Беляевсем, Елчĕк çамрăкĕсен фончĕ тата А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика