Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Президент президентах юлать

Мартăн 18-мĕшĕнчи суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем

Вырсарникун эпир çĕршыв Президентне суйларăмăр. Раççей халăхĕ хăйĕн шухăшне палăртрĕ. Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, суйлавăн малтанхи кăтартăвĕсемпе Владимир Путин çĕнтерчĕ. Уншăн суйлавçăсен 76,69 проценчĕ (е 56 миллион ытла çын) сассисене пачĕ, Павел Грудининшăн - 11,77 процент, Владимир Жириновскийшăн - 5,65 процент, Ксения Собчакшăн - 1,68 процент, Григорий Явлинскийшăн - 1,05 процент, Борис Титовшăн - 0,76 процент, Максим Сурайкиншăн - 0,68 процент, Сергей Бабуриншăн - 0,65 процент (мартăн 20-мĕшĕнчи кăтартусем).

Чăваш Республикипе илсен кăтартусем çапларах: Владимир Путин - 77,29 процент, Павел Грудинин - 12,3 процент, Владимир Жириновский - 5,29 процент, Ксения Собчак - 1,36 процент, Борис Титов - 0,57 процент, Максим Сурайкин - 0,7 процент, Григорий Явлинский - 0,56 процент, Сергей Бабурин - 0,53 процент (мартăн 19-мĕшĕ тĕлне).

Путиншăн панă сасăсене процентпа шутласан федерацин Атăлçи округĕнче Мордови малта - 83,35 процент. Чăваш Ен улттăмĕш вырăнта - 77,29 процент. Республика шайĕнчи çак кăтарту Владимир Путиншăн унчченхи суйлавра панă сасăсен шутĕнчен пысăкрах.

Районта пурăнакансем хăйсен сассисене çапларах пайланă: Владимир Путин - 79,89 процент, Павел Грудинин - 11,52 процент, Владимир Жириновский - 4,74 процент, Ксения Собчак - 0,68 процент, Борис Титов - 0,26 процент, Максим Сурайкин - 0,78 процент, Григорий Явлинский - 0,17 процент, Сергей Бабурин - 0,47 процент.

Президента суйланнă Владимир Путиншăн ытларах çак регионсем сассине панă: Кабардино-Балкари (93,49 процент), Крым (92,19 процент), Тыва Республики (91,98 процент), Чечен (91,39 процент) тата Дагестан (91,02 процент) республикисем, Севастополь хули (90,21 процент).

Раççейре суйлавçăсен пĕтĕмĕшле шутĕнчен 67,98 проценчĕ суйлава хутшăннă, Чăваш Республикинче - 76,22, районта - 90,82 проценчĕ.

Республикипе илсен суйлава хутшăнассипе пирĕн район 90 ытла процент пухнă 15 район шутне кĕнĕ. Суйлава хутшăнассипе пирĕн район республика шайĕнче 14-мĕш вырăнта.

2012 çулхи Президент суйлавĕпе танлаштарсан, кăçал районти суйлавçăсен активлăхĕ чылай ỹснĕ.

Пĕтĕмлетсе вара çапла калама пулать: Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2024 çулччен президентах юлать.

Июнĕн 3-мĕшĕнче - тепĕр суйлав

2016 çулта иртнĕ суйлавра эпир Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма Николай Малова суйларăмăр. Нумаях пулмасть Николай Малов Раççей Патшалăх Думин депутачĕ пулчĕ, ун вырăнне вара урăх депутат суйламалла. Çавăнпа та республикăри суйлав комиссийĕ 9 № Етĕрнери пĕр мандатлă суйлав округĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне суйлассипе хушма суйлав ирттерме йышăннă. Етĕрнери пĕр мандатлă суйлав округне Хĕрлĕ Чутай районĕ те кĕрет. Суйлав кăçалхи июнĕн 3-мĕшĕнче иртет.

А.СЕМЕНОВА.



"Пирěн пурнăç"
21 марта 2018
11:39
Поделиться