Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш, вырăс е тутар - пурте туслă пурăнар!

16 марта 2018 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн чи пысăк пуянлăхĕ - нумай нациллĕ халăх. Районта чăваш, вырăс, тутар, ирçе тата ытти наци халăхĕ пĕр çемьери евĕр килĕштерсе, туслă пурăнать. Кашни халăхăн хăйĕн тĕн йăли-йĕрки, ламран-лама пыракан мешехи, традицийĕ. Пĕр халăх теприне хисеплесси, ырă сунасси те çирĕпленнĕ.

Çак кунсенче мана хамăн ĕçри тивĕçĕмпе Красномайскинчи Сабитовсен тĕпелĕнче пулма тỹр килчĕ. Каламан пулсан, пỹрте кĕрсен мĕнле халăх çынни пурăннине тỹрех уйăрса та илеймĕн: çемьене пĕр чăмăра пуçтарса тăракан эпи карчăкпа кỹршĕ тутарĕ (тỹпеттейĕнчен çеç вăл тутар иккенне уйăртăм), виçĕ уйăх каялла çеç пиллĕкмĕш пепкине алла илнĕ çамрăк кин чăвашла та, тутарла та сутса ярасла хутшăнаççĕ, калаçса лараççĕ. Пĕринчен тепри пĕчĕк ачисем те çаплах...

- 15 çул эпĕ çак яла Шăмалакран качча килни. Хамран вунă çул ытла аслă пулин те эпир Ильдуспа пĕр-пĕрне юратса, савса пĕрлешрĕмĕр. Халĕ те килĕшỹпех пурăнатпăр. Çемьере пирĕн чăвашла е тутарла, вырăсла калаçмалла текен çирĕп йĕрке çук. Кирек хăш чĕлхепе те çывăх хутшăнатпăр. Урамра вара пурте чăвашла калаçатпăр: ватти те, вĕтти те,- терĕ Вера Валерьяновна хăйсен çемйипе кĕскен паллаштарнă май.

Паян Сабитовсем хăйсен юрату "çимĕçĕпе" чунтан савăнаççĕ. Пиллĕкĕн сак тулли вĕсем: Диана, Виктория, Лейсан, Ильнур тата "командăна" пуçтаракан пĕчĕк çеç Тимур. Килĕштерсе пурăнма кỹршĕ-арши те Турăранах лекнĕ вĕсене. Тутаркассинчи пĕчĕк урамра пурăнакансем кашнийĕн сывлăшне туйса тăраççĕ. Кун пирки кỹршĕре пурăнакан шурсухал, çак кунсенче тăххăрмĕш теçеткене пуснă Мансур абый та хавхалансах калаçрĕ: "Эпир чăвашсемпе тутарсем пĕр урамра пурăнни паллă та мар. Кỹршĕ çеç мар, тăван евĕр туятпăр эпир пĕр-пĕрне. Питĕ туслă пурăнатпăр. Тĕрлĕрен ĕç тумалла пулсан та, хăна-вĕрлере те пĕрле. Ачасем, мăнуксем те тăванла çывăх. Анне каласа панинчен (вăл 101 тултарсан çĕре кĕчĕ) тутарсен йăх-несĕлĕсем çак урама Тутар Республикинчи Кĕçĕн Пăваран килнĕ-мĕн. Ватă карчăкпа старик куçса килсе чăвашсемпе юнашар пурăнса кайнă. Вăхăтĕнче кунта мечĕт те, мулла та пулнă. Мулла патне сипленес тĕллевпе çынсем Казахстанран тĕвепе килнине те калаççĕ..."- кăмăлтан аса илчĕ М. Сабитов Тутаркасси урамĕн кĕске историйĕ пирки.

Фарида- район мăнаçлăхĕ, урам пуянлăхĕ

Красномайски ялĕнчи Тутаркасси урамĕнче çуралса ỹснĕ паллă çынсенчен пĕри - паянхи кун чăвашпа тутар халăхĕ çеç мар, ыттисем те ытарайми Фарида Файзуллина. Шăпах çак касри çерем çинче выляса ỹснĕ те чăваш тата тутар эстрада юрăçи, сăвăç, композитор, кану-культура тĕлĕшпе менеджер.

Паянхи Фарида чăваш культурин "хуранĕнчех" пиçсе çитĕннĕ. Ача чухнех ытларах чăвашла кĕнекесем вуланă, юрлама юратнă.

Красномайски ялĕнчи Тутаркасси урамĕнче çуралса ят-сум çĕнсе илнĕ тутар чиперкки чăнласах та Патăрьел районĕн мăнаçлăхĕ, урам пуянлăхĕ. Район çыннисем ентешĕмĕр концерчĕсене хапăлласа çỹреççĕ. Юрăçăн çăлкуç пек тапса тăракан таланчĕ ăнсăртран та мар. Кỹршĕ-арши аса илнĕ тăрăх, вĕсен амăшĕ шыва аннă чухне те юрласа аннă, юрласах хăпарнă. Çав тери уçă саслă пулнă иккен. Ашшĕ те юрра-ташша ăста пулнă.

Шкул пĕтерсен Фарида пилĕк çул Мускавра ĕçлесе пурăннă. Унтан Хусанти культура институтĕнче кану-культура пĕрлĕхĕсен менеджерĕн дипломне алла илнĕ. Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Алабердино ялĕнче культура çуртне ертсе пынă, "Эврика" культура центрĕнче артистка-вокалистка пулса ĕçленĕ. Чăн малтан унăн хăй ăсталанă тутарла юрăсен альбомĕ тухнă, унтан - чăвашла юрăсен альбомĕсем.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика