Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каçалсем суйлава хастар хутшăннă

20 марта 2018 г.

Мартăн 18-мĕшĕнче районта пурăнакансем Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне хастар хутшăннă. Суйлавçăсен пĕтĕмĕшле списокне кĕртнĕ 17325 çынран 16094-шĕ хăйсем пурăнакан территорисенчи суйлав участокĕсене çитсе Конституцире панă ирĕке пурнăçласа сасăлава хутшăннă. Çакна суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем çирĕплетсе параççĕ.

- Çак кун районта пурĕ 40 суйлав участокĕ ĕçленĕ. Суйлава 16094 çын хутшăннă. Ку - суйлавçăсен 92,89 проценчĕ. Вĕсенчен 13104-шĕ е 81,42 проценчĕ Владимир Владимирович Путиншăн сасăланă. 1829 çын (11,36 процент) хăйсен сассисене Павел Грудининшăн панă. Владимир Жириновскийшĕн 567 çын, Ксения Собчакшăн - 127-ĕн, Максим Сурайкиншăн - 80 çын,  Борис Титовшăн - 53 çын,   Григорий  Явлинскийшĕн 37-ĕн сасăланă, - пĕлтерчĕ районти территориллĕ суйлав комиссийĕн председателĕ Новелла Розова. Суйлав участокĕсенче çав кун тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Ял çыннисен вырăнти артистсен концерчĕсене курса киленме, тĕрлĕ вăйăсене хутшăнма, алĕç выставкисемпе паллашма май пулнă. Пур çĕрте те апат-çимĕçпе сутă тăвассине йĕркеленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
429149, Чувашская Республика, д.Полевой Сундырь, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 30-2-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика