Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çунатлă çамрăклăх" радиожурнал

20 марта 2018 г.

Кашни ача çĕр çине телей курма, савăнса пурăнма çуралать. Çутçанталăк пире пурне те кун-çул, сывлăх парать. Çирĕп сывлăх - чи хаклă пуянлăх, анчах çакна чылай чухне ăнланмастпăр, пуррине те, темшĕн, упрама пĕлместпĕр. Нимĕн ыратман, кансĕрлемен чухне çакна эпир манатпăр, сигарет туртса ашкăнатпăр, эрех-сăра сыпкалатпăр. Наркотик тутанса пăхакансем те пур. Сиенлĕ çак япаласем пирĕн организма хавшатаççĕ, пуç мимине анратса яраççĕ, çынна усал ĕç тума хистеççĕ. Çакна шута илсе Нĕркеç вăтам шкулĕнчи волонтерсен ушкăнĕ "Çунатлă çамрăклăх" радиожурнал ирттерчĕ. Ăна Анастасия Максимовăпа Карина Кузнецова ертсе пычĕç. Радиожурнал корреспонденчĕ Никита Голландцев вара чылай ĕçсĕр çамрăк, пушă вăхăтпа усă курма пĕлмесĕр, кирлĕ мар йăла-йĕрке чури пулса тăнине асăнчĕ, çав вăхăтрах наркотик çын сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх пулнă пирки каласа пачĕ. Юлашки вăхăтра наркомани пĕчĕк те лăпкă Чăваш Енре те вăй илсе, сарăлса пынине пĕлтерчĕ. Малалла Никита çак хăрушă чиртен паянхи пурнăçра мĕнлерех сыхланмалли ырă сĕнỹсем çинче чарăнчĕ.

Радиожурнал корреспонденчĕсем паянхи çамрăксен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă май Нĕркеç вăтам шкулĕн учителĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Çамрăк сăвăçсем вара, Виктория Вороновăпа Лев Пыркин, Порфирий Афанасьевпа Раиса Сарпин, Юрий Сементерĕн сăввисене вуларĕç.

Кăларăм саламлă çырусен страниципе те илемленчĕ. Радио итлекенсен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе эфира савăк юрă тухрĕ. Вăл пуш уйăхĕнче çуралнисемшĕн хаклă парне пулчĕ.

Юлашкинчен волонтерсем пурнăçра нумай япала çынран хăйĕнчен килнине, пурнăç хамăр алăра пулнине çирĕплетсе хăварчĕç.

Н.ПЛЕТКИНА,

Нĕркеç вăтам шкулĕн социаллă педагогĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
429149, Чувашская Республика, д.Полевой Сундырь, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 30-2-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика