Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилейпе саламлама - сумлă хăнасем

20 марта 2018 г.

Юбилейпе саламлама - сумлă хăнасем

   Вăрманхĕрринчи ĕç ветеранне Степан Васильевич Архипова 90 çулхи юбилейĕ-пе саламлама иртнĕ вырсарникун сумлă хăнасем çитнĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева, райадминистраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке Раççей Президенчĕн Тав çырăвне вуласа панă, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул суннă, пархатарлă ĕçĕшĕн тав тунă.
Степан Архипов Вăрманхĕр-ри ялĕнче çуралнă. Ултă ачаллă çемьере асли пулнă. Кулак тесе вĕсене тата ялти темиçе çемьене Çĕпĕре янă. Ашшĕне кунтанах фронта илнĕ. Вилнĕ хучĕ килсен Архиповсем тăван яла таврăннă. Хуçалăхри арçын ĕçĕсем Степан çине тиеннĕ. Вăрçă ачисем, вĕсен йышĕнче С.Архипов ÿсĕмĕнчи çамрăксем те, Аслă çĕнтерĕ-ве çывхартма аслисемпе пĕрле тар кăларса ĕçленĕ. 
Степан Васильевич çамрăклах тимĕрçĕ ĕçне хăнăхса Тăвайри “Доротделта”, унтан “Красное Сормово” колхозри тимĕрçĕ лаççинче тăрăшнă. Алли çыпăçуллăран темĕн те ăсталама пултарнă. Ял çыннисене те хуçалăх ĕçĕсенче нумай пулăшнă. Çавăнпа ял-йышра ырă сăмах анчах ун çинчен.
Уяв кĕрекинче çывăх çыннисем - ачисен çемйисемпе тăванĕсем чылайăн пулнă. Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Сормовпа хĕрарăмсен Союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ Татьяна Иванова та ăшă салам тата тав сăмахĕсене çитернĕ сумлă ветеран патне.
90 çулта тесе калаймăн ăна. Хавас кăмăл-туйăмлăскер мăнукĕсене питĕ юратать. Вĕсем вара кĕçĕннисемпе аслисене шутласан - çиччĕн. Кашниех ăна телей-савăнăç кÿме, тимлĕхĕпе унăн ĕмĕрне тăсма тăрăшать.

Первоисточник: Ял ecченe

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика