Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Курав - Шĕмшеш клубне

Мартăн 14-мĕшĕнче Шупашкарти «Асамат кĕперĕ» культурăпа курав центрĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова «Ÿнер караванĕ» курав проектне уçнă. Проект Чăваш Енри 21 культура çуртĕнче «Вырăнти культура çурчĕ» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеме тытăнĕ.

Асăннă проект пурнăçланнă тапхăрта ялти клубсенче «Асамат кĕперĕ» центрĕнчи культурăпа курав фончĕн экспоначĕсенчен хатĕрленĕ куравсем ĕçлĕç. Пĕтĕмпе 420 ĕçпе паллашма май пулĕ.

Ку проекта хутшăнма Шĕмшеш культура çурчĕ тивĕçнине те палăртма кăмăллă. Çапла майпа ялта пурăнакансем Раççейри пысăк музейсен коллекцийĕсемпе паллашма пултарĕç, ÿнерĕн тĕрлĕ жанрне ăнланма, ача-пăча пултарулăхне аталантарма май пулĕ. «Ÿнер караванĕ» курава вырăнти культура çурчĕсене панă та ĕнтĕ. Çитес вăхăтра куравпа пирĕн районта Шĕмшеш тăрăхĕнчи тĕрлĕ ăру çыннисем паллашма пултарĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 марта 2018
08:59
Поделиться