АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурсра - лауреат

20 марта 2018 г.

Кăçалхи февралĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 18-мĕшĕччен Шупашкарта «Талантсен калейдоскопĕ» вокалпа хореографи, театрпа илемлĕх тата инструмент пултарулăхĕн Пĕтĕм тĕнчери 3-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.

Унта Чăваш, Тутар, Мари Эл Республикисенчи районсемпе хуласенчен килнĕ 1000 ытла çын хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Фестиваль-конкурса Мускав хулинчен килнĕ «Тĕнчери халăхсен ташă ансамблĕ» те пурне те савăнăç кÿнĕ. Пирĕн Чăваш Енрен 120 ытла коллектив хутшăннине палăртма кăмăллă.

Фестиваль-конкурсран Элĕк ен те аякра юлман. Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Любовь Константинова «Илемлĕ сăмах» номинацире тупăшнă. Вăл А.Геслерăн «Амăшĕ каланă» сăвва питĕ лайăх вуланă. Любовь Михайловна 1 степеньлĕ лауреат пулса тăнă.

4-5 çултисем хушшинче «Хĕвел» ача садне çÿрекен Евгения Леонтьева хутшăннă. 5-ри хĕрача «Тухтăр» сăвва жюри членĕсене тыткăнламалла вуласа панă. Хăйĕн ÿсĕмрисем, 10 ытла ача хушшинче, вăл 1-мĕш степеньлĕ лауреат пулса тăнă. Çавăн пекех унăн Ульяна аппăшĕ те сцена çинче Александр Кăлканăн «Йытăпа кушак» сăввине вуланă. Элĕкри вăтам шкулта 1-мĕш класра вĕренекен хĕрача 6-7 çултисем хушшинче сăвва илемлĕ вулассипе палăрнă. Ăна та 1-мĕш степеньлĕ лауреат пулнине палăртса дипломпа чысланă. Асăннă конкурса Хусан, Мускав тата ытти пысăк хуласенчи, Мари Элти ачасем те хутшăннă. Анчах та вĕсем хушшинче чăвашла вулакансем пулман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика