АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицина -чун туртăмĕ

20 марта 2018 г.

Медицина -чун туртăмĕ

Вăхăтра медицина пулăшăвĕ панине пула нумайăшĕн сывлăхне сыхласа хăварнă, ыратнине ирттернĕ, хăшне-пĕрне вилĕмрен çăлнă. Кашни пациентăн хăйĕн сывалмалли историйĕ пур. Тухтăрсемпе медицина сестрисене эпир вĕсен кулленхи ĕçĕ мĕн тери кирли çинчен калама та ĕлкĕрейместпĕр.

Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕн министерстви «Медицина - манăн чун туртăмĕ» проектпа килĕшÿллĕн «Элĕкри тĕп больница» бюджет учрежденийĕнче «Тавтапуç, тухтăр!», «Тавтапуç, медсестра» акцисене хутшăннă ĕçченсене наградăланă.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви ячĕпе, кăтартусене пĕтĕмлетсе тата саламласа, экономикăпа прогноз, бухгалтери учечĕпе контролĕн пайĕн начальникĕ Людмила Данилова тухса калаçнă. Вăл Элĕк больницин тĕп врачĕпе Валерий Егоровпа пĕрле Елена Трифонова гинеколога тата Йăлкăшри фельдшерпа акушер пункчĕн фельдшерне Альбина Борисовăна награда панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика