Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăх фестивалĕнче

13 марта 2018 г.

Иртнĕ эрнере Элĕкри вăтам шкулта районти вĕренекенсем хушшинче «EXCELSIOR» пултарулăх фестивалĕ иртнĕ. Асăннă республика конференцийĕн район ти тапхăрне пурĕ 15 шкул ачи хутшăннă. Çавна май Тăван çĕршыв енĕпе хатĕрленĕ ĕçĕсене çутатассипе пĕрремĕш вырăна Юнтапа вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Екатерина Канюкова çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта Мăн Ямашри Максим Зоринпа Алексей Александров пулнă. Чăваш Сурăмĕнчи Яна Васильева тата Мăн Ямашри Анна Стрелкова - виççĕмĕш вырăнта. Пултарулăха тĕрлĕ енлĕ аталантарас тĕлĕшпе пĕрремĕш вырăна Элĕкри вăтам шкулти Юлия Леонтьева, виççĕмĕш вырăна Данил Ефремов тухнă. Тури Карачурари Линда Осипова та виççĕмĕш пулма тивĕçнĕ. Математика тата зоологи секцийĕ те интереслĕ иртнĕ. Кунта Тавăтри вăтам шкулти Алиса Филипповăпа Питĕшкассинчи Марина Яковлева малти вырăнсене йышăннă. Социологи секцинче Элĕкри Юлия Леонтьева пултаруллăрах пулни палăрнă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика