Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пирĕн шухăшсем пĕр пек

Шанчăклă тус-юлташ юнашар пулсан мĕнле лайăх çĕр çинче. Вăл яланах йывăр вăхăтра пулăшать, кирлĕ сĕнÿ парать. Салху кăмăла та сирме пултарать, тантăшу санăн çитĕнÿсемшĕн те савăнать. Çакă - чи кирли туслăх çĕршывĕнче. Пĕр-пĕрне ăнлансан тата пулăшса пырсан туслăх тата та çирĕпрех. Туслăх вăл - аслă вăй. Ăна хаклама тата упрама пĕлмелле. Çирĕп туслăха пуртăпа та касса ваклаймăн. Çĕр пус пуличчен пин тус пултăр теççĕ, анчах та вĕсен шучĕ пысăк пулни питех пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли - пĕртен-пĕр чăн-чăн тус пурри. Вăл пулсан кулленхи пурнăçра пурăнма та кичем мар.

Çакăн пек тусăм пурришĕн эпĕ вара чăнах та хĕпĕртетĕп. Вăл манпа яланах юнашар. Шкулта та эпир пĕр парта хушшинче ларатпăр. Ăна Аня Егорова тесе чĕнеççĕ. Эпир унпа мĕн пĕчĕкрен пĕр-пĕрне пĕлетпĕр. Ача садне пĕрле çÿренĕ, вылянă, теттесене пайланă. Унтан пĕрремĕш класа куçнă. Халĕ эпир тăххăрмĕш класра ĕнтĕ, ÿссе те кайрăмăр, анчах та туслăх пирĕн çав-çавах юлчĕ.

Аня хĕр тантăшăм - маншăн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Пĕрремĕш класран пуçласа вăл «пиллĕксемпе» вĕренет. Пирĕн класра вĕренекенсем унран яланах тĕлĕнеççĕ. «Мĕнле-ха вăл пур çĕре те аван ĕлкĕрет, пур уроксене тĕплĕн хатĕрленсе килет;» - теççĕ. Аня математикăпа та, чĕлхесемпе те, физикăпа та питĕ туслă. Вăл çулсерен район шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнать, малти вырăнсене йышăнса призерсен йышне лекет. Эпĕ вăл çитĕнÿсем тунăшăн савăнатăп.

Аня - спортпа та питĕ çывăх, пур енĕпе те пултаруллă. Шкулти волейбол командинче - чи вăйлă вылякансенчен пĕри. Тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсене те хутшăнма юратать. Ытти чухне пушă вăхăта ал ĕçĕ туса ирттерет. Тантăшăм уйрăмах çыхма тата тĕрлеме кăмăллать.

Маттур та хастар Аня тусăмпа мана питĕ интереслĕ. Вăл маншăн чăн-чăн юлташ. Аня пултаруллă çеç мар, уçă кăмăллă та, ăшă чун-чĕреллĕ те, сăпайлă та. Пирĕн иксĕмĕрĕн те шухăшсемпе интерессем пĕр пек. Эпир унпа темĕн те сÿтсе явма пултаратпăр. Кирек епле калаçăва та вăл йĕркелесе пыма тата хутшăнма пĕлет. Çавăнпа та эпĕ унпа мухтанатăп тата мăнаçланатăп.

Алиса Федорова,

Тавăт вăтам шкулĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 марта 2018
10:25
Поделиться