Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçсем сĕнетпĕр

27 февраля 2018 г.

Комсомольскинчи ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр юлнă граждансене пулăшас тĕллевпе вĕсене обществăлла ĕçсене активлă хутшăнма сĕнет.

Обществăлла ĕç вăл - официаллă ĕç вырăнĕ. Кашни ĕçченпе килĕшỹ çыраççĕ, ун çинчен ĕç кĕнеки çинче палăртаççĕ;

- ĕçленĕ тапхăр стажа кĕрет;

- çак тапхăрта сире шалу тỹлеççĕ;

- хăвăра килĕшекен ĕç тупаймасан ĕçсĕррисене тỹлекен укçапа тивĕçтереççĕ.

Юлашкинчен, чун туртнă ĕçе яланлăха вырнаçма пултаратăр.

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 4 договор çырнă, çак килĕшỹсемпе учетра тăнă 18 çын ĕçе вырнаçнă.

Обществăлла ĕçсене хутшăнас кăмăллă граждансене эпир вырăнти ĕçпе тивĕçтерекен центрта хапăл туса кĕтетпĕр. Пирĕн адрес: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: 5-13-79.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика