Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пирĕн ентеш - генерал-майор

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2018 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнчи 78 № Указĕпе килĕшỹллĕн Раççей МЧС-ĕн информаци технологийĕпе çыхăну управленийĕн начальникне Сергей Витальевич Власов полковника генерал-майор пысăк звани панă.

Сергей Власов Яманкассинче çуралса ỹснĕ, вăтам шкултан вĕренсе тухсан Киеври çарпа инженерин аслă çыхăну училищинче пĕлỹ илнĕ. Унтан 1988 çулта алла диплом илсе тухсан 1993 çулччен Польшăра уйрăм батальонра службăра пулнă, çыхăну взвочĕн командирĕн тата техника чаçĕн аслă инженерĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

1993-1996 çулсенче Çурçĕр Кавказри çар округĕнче çыхăнăвăн уйрăм батальонĕнче службăра тăнă, техника чаçĕн аслĕ инженерĕ тата радиостанци начальникĕ пулнă.

1999 çулта Сергей Витальевич Власов Çарăн çыхăну академийĕнчен вĕренсе тухнă та 2002 çулччен Ленинградри çар округĕнче начальник çумĕнче тата штаб начальникĕнче тимленĕ. Унтан икĕ çула яхăн Новгород облаçĕнче Чрезвычайлă лару-тăрусен тата гражданла оборона ĕçĕсен тĕп управленийĕн пай начальникĕ пулнă. 2004-2013 çулсенче пирĕн ентеш Раççей МЧС-ĕн Çурçĕр Хĕвеланăçри регионти центрĕн çыхăну пайĕн начальникĕ пулнă.

2013 çултан пуçласа паянхи кунччен вăл Мускавра ĕçлесе пурăнать - Раççей МЧС-ĕн Информаци технологийĕсен тата çыхăну управленийĕн начальникĕ.

Кив Атикасси ял тăрăхĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Сергей Витальевич юлашки вăхăтра çуралса ỹснĕ тăрăха килсе çỹремен. Унăн ашшĕпе амăшĕ çĕре кĕнĕ, ытти пĕртăванĕсем те аякра пурăнаççĕ.

Çапах та эпир службăра палăрса генерал-майор ятне тивĕçнĕ, тăван çĕршывшăн чылай пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă ентешпе мухтанатпăр. Чутай çĕрĕ çинче çуралса ỹссе пысăк звание тивĕçнĕ çынсем çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пуласса чунтан шанас килет.

А.КАРПОВА.

 



"Пирěн пурнăç"
16 марта 2018
08:54
Поделиться